Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç

00:00 20 декабря 2010 г.

Чăваш Республикин вĕрентỳ институчĕн акт залĕнче раштавăн 18-мĕшĕнче Chuvash.Org пĕрлĕхпе Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ ирттернĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература ăмартăвĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Мероприяти 11 сехетре пуçланчĕ.

Пухăннисем умĕнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ăн тĕп администраторĕ), Владимир Андреев (Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕн ертӳçи), Юрий Виноградов (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ), Надежда Григорьевна Иванова (вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ) тухса калаçрĕç, мала тухнă шкул ачисемпе вĕрентекенсене хаклă парнесемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнисене 60х40 виçеллĕ илемлĕ ỳкерчĕк, 2-мĕш вырăна тухнисене 40х30 виçеллĕ илемлĕ ỳкерчĕк, 3-мĕш вырăна тухнисене 30х20 виçеллĕ илемлĕ ỳкерчĕк лекрĕ. Унсăр пуçне вĕсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Асамлăх çулĕ» кĕнекесем парнелерĕç. Ку кĕнекене Николай Плотников пухса хатĕрленĕ.

Мероприятие Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Вера Никонорова ертсе пычĕ. Вăл пухăннă шкул ачисемпе вĕрентекенсене юрăсемпе те савăнтарчĕ. Çавăн пекех çĕнтерỳçĕсене Елчĕкри культура çуртĕнче ĕçлекен Вера Панкратовăпа Валерий Архипов савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

Чыслав вĕçĕнче Георгий Краснов çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе тата ӳлĕмри ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем вĕрентекенсем хаваспах унăн сăмахне итлесе ларчĕç. Кайран асăнмаллăх унпа пĕрле сăн ӳкерĕнчĕç, ыр сунăмсемпе саламсем илчĕç.

Мероприяти ушкăнпа тăрса сăн ỳкерттернипе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика