Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патшалăх аттестацийĕпе çыхăннă семинар

00:00 03 марта 2011 г.

Пуш (март) уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче «9-мĕш класра чăваш чĕлхипе патшалăх аттестацийĕ ирттересси» темăпа семинар иртрĕ.

Семинара республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 13 учитель хутшăнчĕ.

Малтанхи кун чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М.Виноградов доцент 9-мĕш класра ирттерекен экзамен тĕллевĕсемпе, тĕрĕслев-хаклав материалĕн тытăмĕпе тата содержанийĕпе, ачасен ĕçне хакламалли критерисемпе паллаштарчĕ. Иккĕмĕш кун занятисем Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕнче иртрĕç. Республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем аслă категориллĕ учительсем Т.М.Майорова (Шомик шкулĕ), О.А.Вишнева (Шатракасси шкулĕ), А.М.Степанов (Калайкасси шкулĕ) ирттернĕ уроксене курчĕç, çак учительсен ăслăлăхпа методикири çитĕнĕвĕсемпе паллашрĕç.

Çапла вара, 9-мĕш класра ачасене чăваш чĕлхипе экзамена мĕнле хатĕрлемеллине Чăваш Республикинче кăна мар, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ: учительсене экзаменăн тĕллевĕсемпе задачисем, тĕрĕслев-хаклав материалĕн тытăмĕпе содержанийĕ паллă, экзамен ирттермелли пĕлÿпе хăнăху пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика