Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конференци тухăçлă иртрĕ

00:00 04 апреля 2011 г.

 2011 çулхи пуш уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче Ю.И.Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Чăваш прозин пысăк ăсти» республика шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

 Икĕ кун хушши ĕçлерĕç тĕпчевçĕ филологсем, практик филологсем, чăваш çыравçисем, илемлĕ фильм, спектакль режиссерĕсем, издательство ĕçченĕсем.

 Ю.И. Скворцова халалланă конференци уявра И.А. Андреев, Ю.С. Сементер, В.П. Станьял, В.И. Энтип, Е.Н. Лисина аса илĕвĕсем юбиляр сăнарне туллирех курма пулăшрĕç.

 Скворцов хайлавĕсен вырăсла пуххине презентациленĕ Е.П.Семенова, Б.Б.Чындыков, Ю.М.Артемьев, А.И.Скворцов (кĕнекене пухса кăлараканĕ) вырăсла вулакансемшĕн те Скворцов пултарулăхĕ кăсăклă пулассине палăртрĕç.

 «Юрий Скворцов хайлавĕсем тăрăх тунă ỳкерчĕксем тата композицисем» курава хатĕрленĕ Н.Г. Иванова (ЧРВИ доценчĕ), Г.В. Григорьева (Йĕпреç районĕ, Кĕлĕмкасси), Г.М. Никифорова (Йĕпреç районĕ, Хурамал), В.Ф. Никонорова(Çĕнĕ Шупашкар, 16 шкул) чăваш тата вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем çыравçă хайлавĕсене юратса, чун витĕр кăларса вуланине палăртрĕç. Тĕрлĕ мелпе ăсталанă ỳкерчĕксемпе композицисем кашнин чунĕнче ăшăлăх туйăмĕсене вăратма пултарнине ĕнентерчĕç. Выставка малалл та ĕçлет.

 «Сурăм хĕрĕ» илемлĕ фильм (В.Ф.Карсаков режиссер), «сăваплă вут» спектакль (В.Н.Оринов режиссер) куравĕпе тишкерĕвĕ уява тата та илемлетрĕ.

 Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче калаçу малалла тăсăлчĕ. Ю.М. Артемьев тата Г.И.Федоров профессорсем хăйсен доклачĕсенче Юрий Скворцов хайлавĕсене çĕнĕ куçпа пăхма хистерĕç. Çыравçă кăларса тăратнă пурнăç философилĕхĕн хаклавĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕç.

 «Юрий Скворцов пултарулăхне шкулта вĕрентесси» çавра сĕтелре учительсем (Модераторĕ - Н.Г.Иванова; çыруçи - Г.Л.Никифоров) çыравçă хайлавĕсене уйрăм ушкăнсене пайланса сỳтсе яврĕç. Тĕслĕхрен, «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлава вырăс тата чăваш шкулĕсенче вĕрентес уйрăмлĕхсене (Абрамова Г.В.(Шупашкар хули, 59 шкул), Иванова А.В. (Муркаш районĕ, Сосновка), Семенова И.Г. (Вăрнар районĕ, Санарпуç), Васильева Л.М. (Шупашкар районĕ, Атлашево), Филиппова Н.В. (Çĕнĕ Шупашкар, 4 шкул) туллин уçса пачĕç. «Ултăк» калава 7 класра вĕрентмелли çĕнĕ технологисен мелĕсемпе меслечĕсене Антонова И.Н. (Красноармейски районĕ, Трак гимназийĕ), Майков Е.А. (Шупашкар районĕ, Кăшавăш), Петрова З.В. (Канаш районĕ, Катек) презентацилесе кăтартса пани пурне те тыткăнларĕ.

 Юрий Скворцов хайлавĕсене вĕрентмелли проект (Иванова Н.Г.), кейс (Осипова А.Д., Канаш районĕ, Ямаш; Иванова В.М., Канаш районĕ, Сухайкасси), видеоролик (Данилова А.М., Муркаш районĕ, Кашмаш) ăслайĕсемпе хатĕрленĕ ĕçĕсене уçса паракан докладсемпе хушма докладсем пулчĕç.

 Çыравçă хайлавĕсен чĕлхине, поэтика мелĕсен сăнарлăх тăвас ăсталăхне тĕпченĕ докладсемпе Виноградов Ю.М.(ЧРВИ доценчĕ), Никифоров Г.Н. (Шупашкар хули, наци интернат лицейĕ), Школьникова Л.П. (Йĕреç районĕ, Эйпеç), Тимофеева В.П. (Етĕрне 1-мĕш гимназии), Круглова Н.Н. (Елчĕк районĕ, ,Курнавăш) пĕлтерỳсем Григорьева В.Н. (Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш), Ананьева Н.И. (Çĕнĕ Шупашкар хули, 16 шкул), Родионова Л.А. (Шупашкар хули, 39 шкул) пурне те килĕшрĕç.

 Çавра сĕтеле хутшăннă 55 чăваш чĕлхи учителĕ çакăн пек резолюци йышăнчĕ%

 1. Юрий Скворцов хайлавĕсем сăнарлă, воспитании пĕлтерĕшĕ пысăк.

 2. Шкул ачисем те çыравçă хайлавĕсене юратса вулаççĕ, тишкереççĕ.

 3. Учительсем шкулта вĕрентмелли хальхи мелсемпе меслетсене алла илсе пуянлатса пыраççĕ.

 4. Секцире итленĕ чи лайăх докладсемпе пĕлтерỳсене статьясем хатĕрлесе «Халăх шкулне» пичете сĕнмелле. Юрăхлисене Чăваш Республикин вĕренỳ тата гуманитари ăслăлăхĕсен сайчĕсене вырнаçтармалла.

 5. Юрий Скворцов хайлавĕсене шкул вĕрентĕвĕн пур ỳсĕмĕнче те вĕрентмелле. Вырăс шкулĕнче 8-9-мĕш классенче вĕрентмелли чăваш чĕлхи учебникĕсене хатĕрлекен авторсене çыравçăн сăввисене, унăн хайлавĕсене никĕсĕ çинче хатĕрленĕ текстсене кĕртме хушас.

 6. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттерекен наукăпа практика конференцисенче вĕрентекенсен уйрăм секцийĕсен малалла ĕçлеттерме май тупасчĕ.

Фоторепортаж 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика