Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртрĕ

00:00 18 апреля 2011 г.

2011 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртрĕ.

Фестивалĕн тĕллевĕ шкул ачисене чăвашлăх тĕнчине кĕртесси, чи пултаруллисене, чи тав́çăруллисене палăртасси пулчĕ.

Конкурса 59 ача хутшăнчĕ. Вĕсем номинацие кура 3 ушкăна уйрăлчĕç.

Пĕрремĕш ушкăнра ачасем «Чăвашлăх тĕнчи» номинацире мультимеди презентацийĕсем кăтартса чăваш шкулĕнче вĕренекенсем тупăшрĕç. Ку презентацире 3 темп пулчĕ: «Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем», «Юхма Миши – ача-пăча çыравçи», «Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем».

Иккĕмĕш ушкăн «Çăлтăрчăк» номинацире тупăшрĕ. Кунта вырăс шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем 5 станци иртрĕç: «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи», «Илемлĕх тĕнчи», «Шахвăрту сăмах пуххи», «Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем», «Пирĕн пултарулăх».

Виççĕмĕш ушкăна «Шевле» номинаци пĕрлештерчĕ. «Шевле» конкурса Раççей космонавтикин çулталăкне халалланă. Вăл «Инçетри планетăсен тусанлă сукмакĕсем çинче юлĕç пирĕн йĕрсем…» девизпа иртрĕ. «Шевлеçĕсем» ÿкерчĕк ÿкерессипе тупăшрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем:

«Чăвашлăх тĕнчи» номинацире –

1-мĕш вырăн – Анисова Анна (Етĕрне районĕ, Палтай шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Миронова Людмила (Комсомольски районĕ, Хирти Мăнтăр шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Павлов Евгений (Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Зеленкова Анна (Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Соснова Валентина (Йĕпреç районĕ, Кĕлĕмкасси шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Смаева Ксения (Шăмăршă районĕ, Васан шкулĕ).

«Çăлтăрчăк» номинацире –

1-мĕш вырăн – Щербакова Изабелла (Патăрьел районĕ, Патăрьел 2-мĕш шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Гуренькова Наталья (Куславкка районĕ, Куславкка 2-мĕш шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Семенова Мария (Шăмăршă районĕ, Шăмăршă шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Иванова Марина (Çĕнĕ Шупашкар хули, 6-мĕш гимнази),

3-мĕш вырăн – Васильева Ольга (Йĕпреç районĕ, Йĕпреç 2-мĕш шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Павлова Фаина (Шупашкар хули, коррекци интернат шкулĕ).

Шевле номинацире –

1-мĕш вырăн – Осипова Кристина (Канаш районĕ, Вăтапуç шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Макосеева Кристина (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Чумышева Анастасия (Тăвай районĕ, Тĕмер шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Федорова Татьяна (Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Михайлова Светлана (Вăрмар районĕ, Кивĕ Вăрмар шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Вострова Софья (Сĕнтĕрвăрри хули, 1-мĕш гимнази).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика