Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрий Скворцова халалланă конференци материалĕсене пичете панă

00:00 17 мая 2011 г.

«Халăх шкулĕн» çĕнĕ кăларăмĕнче (3 № номерĕнче)  2011 çулхи пуш уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче Ю.И.Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Чăваш прозин пысăк ăсти» республика шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем тухса калаçнă материалĕсем «Халăх шкулĕн» çĕнĕ кăларăмĕнче (3-мĕш тата 4-мĕш номерĕсенче) пичетленме  тытăнĕç.

Кунта О.Г. Кульевăн «Чăваш чунĕн юрăçи», Ю.М. Артемьевăн «Юрий Скворцов хайлавĕсенчи пурнăç урокĕсем», Н.Г. Ивановăн «Проект технологийĕпе усă курса Юрий Скворцов пултарулăхне вĕрентесси», Л.П. Школьниковăн «Çыравçă пурнăçĕпе тĕнче курăмĕ сăнарсенче ÿкерĕнни», А.В.Ивановăн «Юрий Скворцовăн  «Хĕрлĕ мăкăнь» тата Чингиз Айтматовăн «Первый учитель» повеçĕсем хушшинчи пĕр пеклĕхсем», Л.М. Васильевăпа Н.М. Филипповăн «Скворцов пултарулăхне монографилле майпа вĕрентесси», Г.Л. Никифоровăн «Ю.Скворцовăн «Славик» хайлавĕн интерперетацийĕ», Е.А. Майковăн «Юрий Скворцовăн «Ултăк» калавне экранизацилесси»,  В.Н. Григорьевăн «Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ»  хайлавĕнчи аллитераципе ассонанс трагизм сĕмне вăйлатни», Н.Н. Кругловăн «5 класра «Вăлтари рак» калава вĕрентес ăслайсем» темăсем вĕрентекенсене усă кÿрессе шанас килет. Материалсем çыравçă хайлавĕсене çĕнĕ куçпа пăхма хистеççĕ. Статьясенчи шухăшсем çыравçă кăларса тăратнă пурнăç философилĕхĕн хаклавĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Скворцов пурнăçĕпе пултарулăхне ачасем патне тĕрлĕ мелпе меслетсемпе çитерме май пуррине кăтартаççĕ. 

Конференци  материалне пичете «Юрий Скворцов пултарулăхне шкулта вĕрентесси» çавра сĕтел модераторĕ Н.Г. Иванова хатĕрленĕ.

 

Информацийе хатĕрлекенĕ  чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ  Н.Г. Иванова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика