Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конференции ăнăçлă ĕçлерĕ

00:00 11 октября 2011 г.

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Çĕнĕ федераллă стандартсем вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш пуçламăш шкулĕнче тăван литература вулавне вĕрентесси» темăпа ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ иртрĕ. Конференцие пуçламăш шкул учителĕсем, шкул директорĕн çумĕсем, чăваш литературине шкулта вĕрентес ыйтупа интересленекенсем хутшăнчĕç. Пурĕ – 61 çын. Уйрăмах Етĕрне, Тăвай, Красноармейски, Канаш, Вăрмар, Комсомольски, Çĕмĕрле районĕнчи учительсем хастар пулчĕç.

Мероприятие хутшăннисем Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне Леонид Павлович Сергеева, «Литература вулавĕ» предмета вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисен авторĕсене Тамара Васильевна Артемьевăпа Олег Иванович Печникова ырласа йышăнчĕç. Куллен кĕçĕн класс ачисене вĕрентекенсене Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕпе Антонова Галина Алексеевнăпа тĕл пулни усăллă пулчĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Ядранская Инесса Владимировна палăртнă тăрăх, литература вулавне кĕçĕн классенче вĕрентме вĕренÿпе методика комплекчĕ хатĕрлесе çитернĕ. Кăçал сентябрĕн пуçламăшĕнче шкулсене 4-мĕш класс вĕренÿ кĕнекийĕ тата ĕç тетрачĕсем çитнĕ. Çывăх вăхăтра электронлă пособисем туса кăларасси çеç юлнă.

2009 çулхи пуçламăш вĕренÿ стандарчĕ шкул умне лартакан ыйтусене татса пама вĕренÿпе методика комплекчĕн хевти пысăк. Универсаллă вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕсене аталантарма учебниксен структурипе содержанийĕ,  методика аппарачĕ те пулăшса пырĕ.

Конференцие пуçтарăннисем çакăн пек резолюци йышăнчĕç,

1. Чăваш пуçламăш шкулĕнче тăван литература вулавне вĕрентме калăпланă вĕрентÿ комплектне ырлас, çĕнĕ федераллă стандартсем вăя кĕнĕ тапхăрта усă курма тивĕçлĕ тесе палăртас.

2. Вĕрентекенсен тăван литература вулавне вĕрентнĕ май ачасен хутшăну тата пуплев ĕçĕ-хĕĕсене йĕркелессине ытларах тимлемеллине кăтартас.

3. Чăваш пуçламăш шкулĕнче тăван литература вулавне вĕрентессин шайне хăпартас ĕçе йĕркелессине, вĕрентÿ пахалăхне тимлеме Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн  пуçламăш вĕренÿ кафедрине яваплас.

4. Шкул çулне çитменнисемпе пуçламăш класс ачисене литературăна вĕрентес ыйтăва çыхăнуллă йĕркелесе пырас тĕллевпе чăваш ача сачĕсенче тăван литературăна вĕрентессине те тимлемеллине, яталă вĕрентÿ комплекчĕсем калăпламаллине вĕрентес. Чăваш ача сачĕсенче наци программисемпе ĕçлемеллине çирĕплетес. Ачана шкулчченхи вĕренÿ учрежденисенче амăш чĕлхипе ăс парассине тĕрĕслев органĕсен асăрхасах тăмалла

5. Пуçламăш классенче тата вăталăх классенче литературăна вĕрентессин çыхăнулăхне ÿстермеллине, çак ĕçшĕн вăталăх классен учителĕн яваплă пулмаллине çирĕплетес.

6. Меслетлĕхпе педагогика ыйтăвĕсенче пĕр терминах тĕрлĕ автор тĕрлĕрен куçарнине шута илес, терминологи комиссийĕн ĕçне хастарлатма ыйтас. Ятарлăн лингводидактсене çак комиссине кĕртме хушас.

7. Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине яваплă тапхăрта ăнăçлă усă курма тивĕçекен вĕрентÿ комплексĕсем калăпланăшăн авторĕсене Т.В.Артемьевăпа О.И.Печникова, шкулсенче тăван литература вулавне вĕрентессине йĕркелес ĕçе çÿллĕ шайра туса пынăшăн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуçламăш вĕренÿ кафедрине  ятарлă тав туса палăртма ыйтас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика