Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эфирта пĕрремĕш консультаци

00:00 24 октября 2011 г.

Эфирта пĕрремĕш консультаци

2011çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ĕçченĕсем  чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă ыйтусемпе онлайн-консультаци ирттерчĕç. Онлайн-консультацие Канаш, Элĕк, Етĕрне, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар районĕсемпе  Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 25 точка ĕçлерĕ.

   Пирĕн учительсене çак ыйтусем кăсăклантарчĕç:

   - вырăс шкулĕсене чăваш чĕлхи  учебниксемпе çырлахтарасси;

   - чăваш шкулĕсем валли чăваш чĕлхи учебникĕсем кăларасси;

   - чăваш шкулĕсен литература программине çĕнетсе кăларасси;

   - чăваш шкулĕн 9-мĕш класĕнче ППА ирттересси;

   - вырăс шкулĕн 9-мĕш класĕнче чăваш чĕлхипе экзамен тыттарасси;

   - вырăс шкулĕсем валли хаклав виçисем хатĕрлесси;

   - олимпиадăсемпе конкурссем ирттересси, олимпиадăна ыйтусем хатĕрлесси;

   - чăваш чĕлхине вĕренме хавахалантарасси т.ыт.те.

   Чылай ыйту кафедра ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Ытти ыйтусене Вĕренÿ минимтерствине тата ытти тивĕçлĕ вырăна çитерме калаçса татăлтăмăр. Хуравсене тепĕр тĕл пулура пĕлтеретпĕр. Консультацисем, план тăрăх, кашни уйăхра 3-мĕш кĕçнерни кун пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика