Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конференци тухăçлă иртрĕ

00:00 02 декабря 2011 г.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 28-29-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнаранпа 100 çул çитнине халалланă «Çĕр поэчĕ: Ухсай Яккăвĕн пултарăвĕнчи хресчен тата çĕр шăпи» ятпа регионсен ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ конференци икĕ кун хушши пычĕ.

 Конференцие хутшăнакансенчен чылайăшĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, тĕпчевçĕ филологсем, практик филологсем, чăваш çыравçисем, илемлĕ фильм режиссерĕсем, издательство тата библиотека ĕçченĕсем тата ыттисем те пулчĕç.

 Конференцин пĕрремĕш кунĕ тухăçлă иртрĕ. Я.Г.Ухсая çинчен чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тыткăнламалла каласа пачĕç. Владимир Овчаровпа Энтип Ваççи Ухсай вĕсен шăпинче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Ольга Ухсай ашшĕн пурнăçĕнчи тĕлĕнмелле фактсене пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, «Кĕлпук мучи» хайлав гонорарне Я.Г.Ухсай депутат Канаш районĕн Сикасси шкулне тума панă иккен.

 Чăваш патшалăх гуманитари ăсăлăхĕсен институчĕн 2-мĕш хутĕнче фойере Ухсай Яккăвĕ хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ÿкерчĕксемпе аппликацисен, тĕрĕсен куравĕ (выставки) уçăлчĕ. Выставка материалне тĕрлĕ шкул тăратнă: Шупашкарăн Г.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕ (ертсе пыраканĕ – С.В.Тяхмусова), ЧР, Шупашкар районĕн Кăшавăш вăтам шкулĕ (ертсе пыраканĕ – Е.А.Майков), ЧР, Патăрьел районĕн Тури Туçа вăтам шкулĕ (ертсе пыраканĕсем – М.З.Табакова, В.П.Яковлева), ЧР, Красноармейски районĕн Трак гимназийĕ (ертсе пыраканĕсем – И.Н.Антонова, Н.В.Кривошеев), Çĕнĕ Шупашкарăн 16-мĕш вăтам шкулĕ (ертсе пыраканĕ – В.Ф.Никонорова), ЧР, Муркаш районĕн Калайкассинчи вăтам шкулĕ (ертсе пыраканĕ – И.В.Осипова), ЧР, Хĕрлĕ Чутай районĕн Питĕркасси вăтам шкулĕ (ертсе пыраканĕ – Л.В.Жукова). Вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ, парафинпа тата тушпа ăсталанă ĕçсемсĕр пуçне тĕрлĕ тĕспе тунă ÿкерчĕксем, ала айĕнче пур материалтан ăсталанă аппликацисем пурне те тыткăнларĕ. Курав хăнисем пултаруллă пĕчĕк Ухсайсем паянхи кун та çитĕннине палăртрĕç.

 Я.Г.Ухсай юратнă «Слакпуç юррисене» Шупашкар хула администрацийĕ çумĕнче никĕсленĕ «Уяв» халăх фольклор ушкăнĕ Пушкăрт чăвашĕсен юррисемпе паллаштарчĕ. Ю.Н.Исаев, институт директорĕ, ушкăн ертÿçине Раççĕй Правительствин «Душа России» преми лауреатне, З.А.Козловăна тата ушкăн юрăçисене сцена çинчен парнесĕр ямарĕ.

 «Ял çынни: иртнипе хальхи вăхăтри шăпи» секцире тухса калаçнă В.Н.Черлаковăн, И.П.Фоминан, Г.В.Кузьминан, З.И.Леонтьевăн, Е.Н.Ермаковăн доклачĕсем сăвăç хайлавĕсене çĕнĕ куçпа пăхма хистеççĕ. Çыравçă кăларса тăратнă пурнăç философилĕхĕн хаклавĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

 Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Я.Г.Ухсай пултарулăхне шкулта вĕрентесси» секцири докладсем Ухсай Яккăвĕн пултарулăхне вĕрентнĕ чух усă куракан тĕрлĕ мелпе паллаштарчĕç. Класс тулашĕнчи ĕçсен мелĕсемпе меслечĕсен тĕрлĕ енĕсемпе Г.П. Васильева (Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ), О.П. Васильева (Вăрмар районĕ, Эншпус шкулĕ) паллаштарчĕç. Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе (Л.А.Кузнецова – Канаш районĕ, Аслă Мами шкулĕ) пултарулăхне (Е.А.Мулюкова – Шупашкарти 20-мĕш шкул) вĕреннĕ чухне тата хайлавĕсене (Л.А.Цыфаркина, Вăрмар районĕ, Чупай шкулĕ) тишкернĕ май усă курма меллĕ видеороликсене кăсăкланса пăхрĕç. Вырăс шкулĕнче ĕçлекен учительсем (В.Ф.Никонорова, Н.И. Ананьева Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкул; А.П.Игнатьева, Шупашкарти 12-мĕш шкул), професси училищисенче ĕçлекенсенчен (Т.В.Данилова, Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш техучилище) Ухсай Яккăвĕн пултарулăхне вырăс шкулĕнче вĕрентнĕ май усă куракан критикăллă тĕпчев меслечĕпе, ачасен фото ÿкерес ăслайĕсене вĕрентес мелсем, хайлавсене танлаштаруллă вĕрентес ĕçсем çинчен каласа пачĕç. Ухсай хайлавĕсенчи сасă янăравлăхне (Г.Ф.Хлебникова, Патăрьелĕн 2-мĕш шкулĕ), «Кĕлпук мучи» тата А.Твардовскин «Василий Теркин» хайлавсенчи пĕр пеклĕхсене (А.Г.Петрова, Элĕк районĕ, Чăваш Сурăм шкулĕ), сăвăç хайлавĕсенче сăнланă çут çăнталăк тапхăрĕсене, вĕсене сăнланă паллă ячĕсене (И.В.Иванова, А.Г.Васильева, Вăрмар районĕ, Пысăк Енкасси шкулĕ), «Кĕлпук мучи» хайлаври халăх сăмахлăхне (Н.Ю.Авакова, Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ) уçса пачĕç.

 Конференци пĕтĕмлетĕвĕнче шкул ĕçĕнче кирлĕ пулакан материалсене пухса электрон пособи хатĕрлеме, «Халăх шкул» журналта Ухсай Яккăвне халалланă рубрика уçса пичетлесе кăларма, Вĕренÿ институчĕн «Методика пуххине» кĕртме сĕнÿ пулчĕ.

 

«Ухсай Яккăвĕ пултарулăхне шкулта вĕрентесси» çавра сĕтел тата курав модераторĕ Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика