Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕ иртрĕ

00:00 22 февраля 2012 г.

Чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕ иртрĕ

            Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчеТĕнче халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса ирттерекенсем Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ пулчĕç. Конкурс, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклес, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарас, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларас тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнес тĕллевпе пычĕ.

            Конкурсăн пĕтмĕш тапхăрне Вăрнар, Елчĕк, Канаш, Муркаш районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка хулисенчен 8 учитель хутшăнчĕ.

            Çĕнтерÿçĕ ятне Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен Александр Марсович Степанов учитель тивĕçрĕ. Ăна Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхи кабинетĕнче усă курма компьютер парнелерĕ.

            «Ăстаçă урокĕ» номинацире Канаш районĕн Сухайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Михайловна Иванова çĕнтерчĕ.

            «Паллаштару карточки» номинацире чи лайăххи тесе Куславкка хулин 3-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Валентина Павловна Ефимова учительницăна палăртрĕç.

            «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе çырас тата ăна халăх умне ăста кăларас енĕпе чи лайăххи Вăрнар районĕн Нурăс шкулĕн учительници Алиса Вячеславовна Яшнова пулчĕ.

            Çĕнтерÿçĕсене пурне те грамотăсем, тав хучĕсем тата кĕнекесем парса чысларĕç.

            Мĕн пур çĕнтерÿçе тата конкурс ларуреатне илнĕ ытти учительсене (Федорова Любовь Михайловна, Шупашкар хулин 1-мĕш гимназийĕ, Енейкина Галина Леонидовна, Елчĕк районĕн Патреккел шкулĕ, Никонорова Вера Федоровна, Çĕнĕ Шупашкар хулин 16-мĕш шкулĕ, Лукина Татьяна Ивановна, Шупашкар хулин 61-мĕш шкулĕ) чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр!

            Шкул, район пуçлăхĕсене, шкул коллективĕсене конкурсçăсен хавхаланăвне сÿнме паманшăн, тивĕçлĕ тата вăхăтлă пулăшу тупма пултарнăшăн пĕтĕм кăмăлтан тав тăватпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика