Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» олимпиада иртрĕ

00:00 13 ноября 2012 г.

2012 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» республика Интернет олимпиада иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 168 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 9-ăшĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 20 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла (вĕсене хуравлакан шучĕ ÿснĕ май вырнаçтарса кăтартатпăр):

1. Чăваш чĕлхинчи кÿртĕм сăмахсене çырура чарăну паллисемпе уйăрассине мĕнле принципа пăхса тунă?

2. Кÿлхĕрри, Карăкçырма, Слакпуç, Энтриел тата Туçа Çармăс, Уйкас Асламас, Урхас Кушкă йышши ятсем мĕн енчен пĕрешкел, мĕн енчен уйрăм?

3. Чăваш чĕлхинчи хăй пĕлтерĕшлĕ хăш пуплев пайĕсен ăнлантару сăмахĕсем пулмаççĕ?

4. -Лă(-лĕ), -сăр(-сĕр), -ри(-ти,-чи), -хи, -серен, -чен аффикссем пĕр пуплев пайне тепринпе çыхăнтаракан аффикссем пулни çинчен чи малтан кам тата миçемĕш ĕмĕрте, хăш çулсенче каланă?

5. «Сăмах вырăнне çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, трĕс çырасси» темăна чăваш шкулĕн хăш класĕн программине кĕртнĕ?

6. Предложение пĕтĕмĕшле характеристика парăр, чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсене ăнлантарăр. Епхин куçĕнче − куççуль.

7. Предложени пуçламăшĕнчи сăмаха пысăкран çырни ăçта кĕрет – орфографие-и е пунктуацие-и? Кун пирки 2004 çулта пичетленсе тухнă хăш кĕнекере вуласа пĕлме пулать? Авторĕ кам?

8. ХХ ĕмĕрĕн 7090-мĕш çулĕсенче аталаннă лирика тĕсĕсене палăртăр.

Ку ыйтусене хуравланă учитель йышĕ олимпиадăна хутшăннă мĕн пур учителĕн çуррине çитмест.

Пурте хуравланă пĕр ыйту та çук, çапах çĕнетнĕ орфографи словарĕ миçемĕш çулта тухнине, ун авторне 149 çын (88,7%) пĕлет.  Ку – чи лайăх кăтарту. Çăмăллăхĕпе иккĕмĕш вырăнта  эпиграф тăрăх хайлав ятне, авторне тупмалли 5-мĕш номерлĕ ыйту тăрать. Ăна 146 çын (87%) хурав тупнă.

Сире олимпиадăра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Унта 20 ытла çыннăн шкулĕ паллă мар. Вĕсенчен шкул ятне кафедрăна chrio11@cap.ru адреспа васкавлă пĕлтерме ыйтатпăр. Çавăн пекех, ятсенче мĕнле тÿрлетÿ тумаллине хыпарласан лайăхчĕ.

Олимпиадăна хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем раштавăн малтанхи кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Кафедрăна кĕрсе илмелле.

Çывăх вăхăтра тĕрĕс хуравсемпе паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика