Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕмпĕрте конференцире пулчĕç

00:00 23 ноября 2012 г.

            Чĕмпĕр хулинче Ульяновск облаçĕн вĕренÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институтра «Этнокультура вĕренÿ талккăшĕ – регион аталанăвĕн хăвачĕ» темăпа регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

            Конференцире тăван чĕлхепе литературăна, тăван ен культурине вĕрентес ыйту тавра учёнăйсем, халăхсен наципе культура автономийĕпе пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем чăваш, тутар, мордва чĕлхисемпе литературин учителĕсем калаçрĕç. Чăвашсене çутта кăларнă И.Я. Яковлев хулине хăнасем Тутар Республикинчен, Чăваш Республикинчен тата Мордва Республикинчен çитнĕччĕ. Тĕп лару хыççăн 3 секци ĕçлерĕ: 1) тутар чĕлхипе литератури учителĕсен, 2) чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен тата 3)мордва чĕлхипе литератури учителĕсен. Чăваш Республикин ячĕпе пирĕн Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн ĕçченĕсем Ю.М. Виноградов, А.В. Волкова тата Н.Г. Иванова доцентсем докладсем турĕç. Пирĕн преподавательсемпе пĕрле шкул учебникĕсен авторĕсем М.Н. Печникова (50-мĕш шкул) тата Г.В. Абрамова (59-мĕш шкул) учительсем пулчĕç.

            Конференцие Ульяновск облаçĕн вĕренÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт, Ульяновск облаçĕн администрацийĕ, Вĕренÿ министерстви, Чĕмпер хулин мэрийĕ, общество организацийĕсем, наципе культура автономийĕсем пуçарнипе хатĕрленĕ. Çакă − пăхса тухнă ыйтăва вырăнти власть органĕсем тата тĕрлĕ халăх автономийĕсем пысăка хунине пĕлтерет.

            Конференци материалĕсем «Этнокультурная образовательная среда как ресурс регионального развития» сборникра (Ульяновск, 2012) тухрĕç.

            Конференци мĕнле иртнине пур енлĕ çутатса пама вырăнти телевидени, хаçат-журнал ĕçченĕсем тăрăшрĕç.

            Сире конференци вăхăтĕнче тунă сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштаратпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика