Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕлхеçĕ профессора халалланă курав

00:00 21 декабря 2012 г.

Чĕлхеçĕ профессора халалланă курав

Тюркологи пĕлĕвĕнче хăйĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ наука ĕçĕсемпе паллă йĕр хăварнă И.А. Андреев профессор пурнăçран уйрăлса кайнине ĕненме тата хаклă çыннăмăр пирĕн хушăра çуккине хăнăхма йывăр. Вилнĕренпе çулталăк çитрĕ пулин те вăл çаплах республикăри наука тата патшалăх учрежденийĕсенче − хăй ĕçленĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, гуманитари тата вĕренÿ институчĕсенче çÿренĕ пек, ĕçлĕ канашлăва е диссертаци канашĕн ларăвне хутшăннă çĕрте пулнă пек туйăнса тăрать. Шăпах çакна палăртрĕç раштавăн 18-мĕшĕнче учёнăйăн Чăваш патшалăх гуманитари институтне пухăннă вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем. Институтра И.А. Андреева асăнса курав уçăлчĕ. Илемлĕ калăпланă стенд çинче И.А. Андреев тĕрлĕ çулта ĕçтешĕсемпе, студентсемпе, çемйипе, пĕччен ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене курма пулать. Мероприятие куравăн кураторĕ, Гуманитари институчĕн учёнăй секретарĕ Л.П. Петров уçрĕ. Курава уçнă çĕрте Иван Андреевичăн юратнă мăшăрĕ Евгения Яковлевна пулчĕ. Курава йĕркелекенсене тата пухăннисене тав тунă май Евгения Яковлевна упăшкин килти библиотекине гуманитари институтне парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Л.П. Петров пухăннисен тухса калаçмалли çул-йĕрне палăртса малашне профессортан юлнă наука мулĕпе мĕнле усă курассине тата ăна хушса пырас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тума май пуррине палăртма ыйтрĕ.

Курав уçăлнă ятпа салам сăмахĕ каланă май гуманитари институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев Иван Андреевичăн наука ĕçĕсен шайĕ çÿллĕ, ăслăлăх çыннисем хушшинчи авторитечĕ пысăк пулнине палăртрĕ. И.А. Андреев профессор иккĕленÿллĕ е тавлашуллă ыйтусемпе ĕнентерÿллĕ сăмах калама пултарнине асăнчĕ. Сăнарлă сăмах тупса: „И.А. Андреев хăлаçĕн виçи наукăра, чăннипех, анлă пулнă”, − терĕ, профессор такăрлатнă наука çул-йĕрне малалла тăсма чĕнсе каларĕ.

Юлашки çулсенче Иван Андреевич Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче вăй хучĕ. Ун çинчен чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн пуçлăхĕ Ю.М. Виноградов сăмах каларĕ. Иван Андреевичпа пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕ, профессор каласа хăварнă халалсене асăнчĕ. Вĕсем чĕлхе наукин, шкулсенчи чĕлхе вĕрентĕвĕн пуласлăхĕпе çыхăннă. Çавăн пекех, Юрий Михайлович И.А. Андреевăн наукăри çулĕ çинче тĕл пулнă чăрмавсем, чылай чухне вăл сĕннĕ çĕнĕлĕхсене ытти учёнăйсем йышăнмасăр хирĕçленине, учёнăя наукăра пăр çĕмрен вырăнĕнче малта пыма тивнине асăнчĕ.

Иван Андреевичăн вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем чылаййăн тухса калаçрĕç: филологи наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Г.Н. Семёнова, филологи наукисен кандидачĕсем А.В. Волкова, Г.А. Дегтярёв, Н.Г. Иванова, Н.В. Морозов, П.Я. Яковлев. Вĕсем Иван Андреевичăн ăс-хакăл мехелĕ тарăн та нумай енлĕ пулнине, вĕрентÿçĕ тата ертÿçĕ пултарулăхне, наукăри принциплăхне, тавра курăм анлăхне, çынлăхне палăртрĕç. Пуç тайса тав сăмахĕсем каларĕç, хăйсен пурнăçĕнче Иван Андреевичпа çыхăннă ĕçлĕ е шÿтлĕ ситуацисене хавасланса каласа пачĕç. И.А. Андреев хăйĕн вăрăм ĕмĕрне телейлĕ пурăнса ирттернине тата вĕсем хăйсем Иван Андреевича пĕлнипе телейлĕ пулнине палăртрĕç.

Шупашкар хулинчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ячĕпе 9-мĕш шкул учителĕ, хулари шкулсем валли „Чăваш чĕлхи” учебникĕсене И.А. Андреевпа пĕрле çырнă Р.И. Гурьева, Г. Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицеĕн учителĕ Г.Л. Никифоров, 12-мĕш шкул учителĕ А.П. Игнатьева тухса калаçрĕç. Иван Андреевич яланах учительсен ĕçĕпе кăсăкланнине, вĕсен чăн-чăн тусĕ пулнине, вăл вилнĕ хыççăн чăваш чĕлхи учителĕсем тăлăха юлнине каларĕç. Тухса калаçакансем пурте Иван Андреевич талантлă учёнăй, ырми-канми ĕçчен, анлă туйăмлă, пур енлĕ аталаннă çын сăнарĕпе хăйсен асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнине палăртрĕç.

Филологи наукисен докторĕ, ЧПУн чăваш филологийĕпе культури факультечĕн деканĕ, В.Г. Родионов профессор калани калаçăва пĕтĕмлетекен хăйне майлă сăмах пулчĕ. Виталий Григорьевич И.А. Андреевăн наука аталанăвĕнчи тата чăваш наци чĕлхипе культури уçлăхĕнче вăй хуракан наци интеллигенцине хатĕрлес ĕçри тÿпи чăннипех пысăк иккенне, чĕлхе ăслăлăхĕнче открытисем тунă учёнăй çĕре кĕни Чăваш Республикишĕн тавăрайми çухату пулнине палăртрĕ. Виталий Григорьевич шухăшĕпе, И.А. Андреев вĕрентĕвне тĕпе хурса малалла ĕçлемелле, усăсăр тавлашу таврашĕ (тĕслĕхрен, орфографи пирки) пуçламалла мар.

И.А. Андреева асăнса уçăлнă курава килнисем паллă учёнăйăн, чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕн ĕçне малалла тăсма шантарса, унпа çыхăннă ас тăвăм хăйсен чĕрисенче, асăну хăминче, вĕренÿпе çыхăннă кафедрăсен, шкул класĕсен ячĕсенче, профессора халалласа ирттерекен конференцисенче сыхланса юласса ĕненсе уйрăлчĕç. Сăмах май, 2013 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче учёнăй 85 çул тултарнине халалласа вĕренÿ институчĕ наукăпа практика конференцийĕ ирттерет, кăмăл тăвакансене пурне те хутшăнма йыхравлать.

Фоторепортаж

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика