Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Итоги фестиваля «Туслăх хĕлхемĕ»

11:37 22 апреля 2013 г.

   2013 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртрĕ.

Фестивалĕн тĕллевĕ шкул ачисене чăвашлăх тĕнчине кĕртесси, чи пултаруллисене, чи тав́çăруллисене палăртасси пулчĕ.

Конкурса 49 ача хутшăнчĕ. Вĕсем номинацие кура 3 ушкăна уйрăлчĕç.

Пĕрремĕш ушкăнра ачасем «Чăвашлăх тĕнчи» номинацире мультимедиа презентацийĕсем кăтартса чăваш шкулĕнче вĕренекенсем тупăшрĕç. Ку презентацире 4 тема пулчĕ: «Иван Андреевич Андреев – шкул учебникĕсен авторĕ», «Ачасем валли çыракан хĕрарăм çыравçă (Валентина Элпи писатель 100 çул тултарнă май)», «Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисем, вĕсен хайлавĕсем», «М.И.Скворцов профессор – словарь ăсти».

Иккĕмĕш ушкăн «Çăлтăрчăк» номинацире тупăшрĕ. Кунта вырăс шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем 5 станци иртрĕç: «Чĕлхе – халăх мулĕ», «Илемлĕх тĕнчи», «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ», «Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсем», «Пирĕн пултарулăх».

Виççĕмĕш ушкăна «Шевле» номинаци пĕрлештерчĕ. «Шевле» конкурса Çеçпĕл Мишши поэзине  халалланă. «Шевлеçĕсем» ÿкерчĕк ÿкерессипе тупăшрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем çаксем:

«Чăвашлăх тĕнчи» номинацире

1-мĕш вырăн – Яландаева Татьяна (Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Григорьева Анна (Канаш районĕ, Энтрияль шкулĕ),

2-мĕш вырăн – Васильева Анна (Красноармейски районĕ, Упи шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Иванова Дария (Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Федотова Ксения (Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Казакова Евдокия (Куславкка районĕ, Куснар шкулĕ).

«Çăлтăрчăк» номинацире –

1-мĕш вырăн – Мотова Анастасия (Çĕнĕ Шупашкар хули, 18-мĕш лицей),

2-мĕш вырăн – Ванеева Наталья (Шупашкар хули, 62-мĕш шкул),

2-мĕш вырăн – Трофимова Маргарита (Йĕпреç районĕ, Йĕпреç 2-мĕш шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Токарева Линда (Çĕмĕрле хули, 1-мĕш шкул)

3-мĕш вырăн – Семёнова Дария(Шăмăршă районĕ, Шăмăршă шкулĕ),

3-мĕш вырăн – Николаева Екатерина (Çĕрпÿ районĕ, Опытнăй шкулĕ). 

«Шевле» номинацире –

1-мĕш вырăн – Маркова Валентина  (Етẽрне районĕ, Тури Ачакри пẽтемẽшле пẽлÿ  паракан  вăтам шкул),

2-мĕш вырăн – Туйзарова Анжелика (Шупашкар районĕ, Кÿкеç  лицейĕ),

2-мĕш вырăн – Миговарова Наталья (Вăрнар районĕ, Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул),

3-мĕш вырăн – Шакмакова Татьяна (Комсомольски районĕ, Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мěш вăтам шкул ),

3-мĕш вырăн – Сергеева Анна (Шупашкар хули, 62-мĕш шкул),

3-мĕш вырăн – Митрофанова Ирина (Куславкка районĕ, Энтри-Пасаренчи  пĕтĕмĕшле пěлÿ паракан вăтам  шкул).

 

Подробнее...

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика