Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма

14:39 03 октября 2013 г.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн  кафедрипе лабораторийĕ 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» интернет конкурс ирттерет.  Конкурсра ыйтусем чăваш чĕлхипе, литературипе тата вĕсене  вĕрентессипе пулĕç.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕччен http://sdo.edu.cap.ru/ адреспа кĕрсе регистрациленмелле.

Интернет конкурса  укçалла ирттерме палăртнă.   Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанкĕн кирек хăш уйрăмĕнче тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн кассинче  250 тенкĕ тÿлемелле пулать.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче (www.chrio.cap.ru) паллашма пултаратăр. → (cкачать)

Квитанция → (скачать)

Йĕркелÿ комитечĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика