Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») интернет конкурс иртрĕ

11:42 27 ноября 2013 г.

  2013 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче «Чăваш чĕлхипе литературин вĕренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») республика Интернет конкурсĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 187 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 15-ĕшĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ ертсе пычĕ.

  Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 10 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла:

1. Ывăл çурри сăмах майлашăвĕпе пĕр ретре тăракан ытти сăмах çыхăнăвĕсене çырса парăр.

2. Юлан ут сăмах майлашăвĕн пăхăнакан компоненчĕн лексика пĕлтерĕшĕ мĕн?

3. Кипек Мĕтрийĕн «Кайăк тусĕ» романĕнче сăнланă Виктор Тараев тĕп геройăн хушаматне мĕнле чăваш сăмахĕ çине таянса тунă? Сăмахĕ мĕне пĕлтерет?

4. Чăваш чĕлхин ытти тĕрĕк чĕлхисенче çук падежĕсене калăр. Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

  Пурте хуравланă пĕр ыйту та çук. Конкурса хутшăннисенчен чылайăшĕ ыйтусене тимлĕ вуламанни курăнать. 4-мĕшпе 5-мĕш ыйтусенче миçе вариантпа тата миçе хутчен ыйтусем çине конкурса хутшăннисенчен çуррине яхăн хуравламан, çулĕсене тĕрĕс кăтартнă пулин те.

  Сире олимпиадăра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Унта конкурса хутшăннисенчен хăшĕ-пĕрин районĕ те, шкулĕ те паллă мар. Вĕсенчен район тата шкул ятне кафедрăна chrio11@cap.ru адреспа васкавлă пĕлтерме ыйтатпăр. Çавăн пекех, ятсенче мĕнле тÿрлетÿ тумаллине хыпарласан лайăхчĕ.

  Олимпиадăна хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем раштавăн 20-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Кафедрăна кĕрсе илмелле.

Çĕнтерÿçисемпе хутшăннисен списокĕ >>

Тĕрĕс хуравсемпе паллаштарăпăр. >>

Подробнее →

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика