Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ЧНКпа пĕрле ирттернĕ «Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра тата тухăçлă вĕрентесси» семинар

08:12 17 января 2014 г.

2014 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Наци библиотекин акт залĕнче Чăваш наци конгресĕн 2013 çулта халăх пурнăçне лайăхлатассипе коммерцисĕр ĕçлекен ушкăнсем хушшинче пулнă конкурсра çĕнсе илнĕ «Чĕлхене упрани – халăхăн пуласлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра тата тухăçлă вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ. Семинара республикăмăрăн вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, учёнăйсем, обществăпа патшалăх тытăмĕн ĕçченĕсем, писательсемпе журналистсем 180 ытла  çын хутшăнчĕ.

 Пухăннисене саламласа тата ăнăçусем сунса ЧНК президенчĕ тата Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ Н.Ф. Угаслов, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В. Петрова калаçрĕç.

Семинарта 16 доклад пулчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕнче сăмах методика ыйтăвĕсем пирки, программăсемпе учебниксем тăвас пирки пычĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарăн 6-мĕш лицейĕнче  чăваш чĕлхи вĕрентекен Н.А.Краснова   чăваш чĕлхин ФГОСпа килĕшÿллĕ хатĕрленĕ тĕслĕх программипе паллаштарчĕ, учебниксен авторĕ 59-мĕш шкулта ĕçлекекен Г.В. Абрамова чăваш литературине чăвашла вĕрентмелли мелсем пуррине кăтартрĕ. 35-мĕш шкулăн учителĕсем Т. Г. Никонорова тата А.В. Филиппова  уйрăм предметсене чăвашла вĕрентес енĕпе пуçланă эксперимент чарăнса ларас патне çитнине пĕлтерчĕç.

Çав вăхăтрах – чăваш чĕлхине упраса хăварас тесен патшалăхпа халăх пĕрле ĕçлеме кирлине палăртакансем те пулчĕç. Сăмахран, ЧНК президенчĕ тата Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ Н.Ф. Угаслов каланă тăрăх, Конгресра чăвашлăха малалла аталанарас енĕпе ятарлă программа тума пуçланă. С.В. Петрова шухăшĕпе, чăваш чĕлхин халăхри пĕлтерĕшне çĕклеме оценкăсăр вĕрентни пулăшма пултарать. «Хыпар» издальство çурчĕн директорĕ А.П. Леонтьев шкулта пичет вăйĕ пысăк пулмаллине ăнлантарчĕ.

Ыйтусем те пулчĕç. Нумай учителе класс журналĕнче чăвашла çырас пирки нимпе тÿрре кăларма çук чăрмав пурри шухашлаттарать иккен. Ыйтăва министр çумĕ С.В. Петрова хуравларĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, чавашла çыртарманни Чĕлхе законне хирĕçлени пулать. Кун пирки министерство шкулсене ятарлă çыру ярать.

Семинар йышăнăвĕнче ЧНКан чăвашлăха аталантарас енĕпе пысăк та пархатарлă ĕç пуçланине палăртрĕç, шкулсенче пыракан экспериментсене малалла тăсма, çĕннисене пуçламалли мелсене тĕпчеме сĕнчĕç, писательсен кивĕ орфографи патне таврăнас тесе каланă шухашне, 2012 çулхи пекех, тепĕр хут сивлерĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн кафедра пуçлăхĕ

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика