Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Уçă урок» фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

16:35 18 февраля 2014 г.

«Уçă урок» фестиваль çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Нарăсăн 18-мĕшĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчиЧăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă  «Уçă урок» иккĕмĕш фестивалĕ уçăлчĕ. Мероприятие пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам тата професси паракан вăтам вĕренÿ организацийĕсен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем 22-ĕн хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем -  чăваш шкулĕсенчи учительсем - педагогикăри тата методикăри тухăçлă мелсемпе тата меслетсемпе урокра мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕç. Урока ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене тĕпе хурса йĕркелемелле пулнă. Кĕрет мар тапхăрта ялти шкулсен 61 вĕрентекенĕ  урок конспекчĕ ярса пачĕ. Кĕрет тапхăрта урок тĕп тапхăрĕн методика комментарине творчествăллă презентацилерĕç.

Пĕрремĕш вырăна Майорова Т. М. (Муркаш районĕн Шомик тĕп шкулĕ), Вишнёва О. А. (Муркаш районĕн Шатракасси тĕп шкулĕ), иккĕмĕш вырăна Леонтьева М. М. (Элĕк районĕн Элĕк вăтам шкулĕ), Петрова А. Г. (Элĕк районĕн Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ), Осипова А. Д. (Канаш районĕн Ямаш вăтам шкулĕ), Васильева Т. А. (Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски вăтам шкулĕ), Дунаева Г. В. (Канаш районĕн Карăклă вăтам шкулĕ), виççĕмĕш вырăна Кузнецова Л. А. (Канаш районĕн Аслă Мами тĕп шкулĕ), Нестерова В. П. (Элĕк районĕн Юнтапа вăтам шкулĕ), Митрофанова В. Г. (Елчĕк районĕн Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕ), Васильева Г. П. (Тăвай районĕн Йăнтăрчă вăтам шкулĕ), Петрова Г. В. (Сĕнтĕрвăрри районĕн Урхас Кушкă вăтам шкулĕ), Тихонова Л. А. (Красмноармейски районĕн Пикшик вăтам шкулĕ) тухрĕç. Йĕркелÿ комитечĕ çĕнтерÿçĕсене саламлать, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçлĕ пултарулăхпа малалла талпăнма вăй-хал сунать! 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика