Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа

07:59 01 декабря 2014 г.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн акт залĕнче чăваш чĕлхипе литературине вăтам шкулта вĕрентекенсен вырăнти ертÿçисен «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ» форумĕ иртрĕ. Ăна Чăваш республикин учителĕсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕ (ертÿçи – паллă учитель Г.Л. Никифоров), Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ (ректорĕ – Е.В. Казакова доцент) тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ (директорĕ – Ю.Н. Исаев профессор) хатĕрленĕ.

  Форума 115 çын хутшăнчĕ. Тухса калаçакансем чăваш чĕлхине шкулта тата ача сачĕсенче вĕрентессипе, чăвашла хутшăну талккăшне сарассипе тата ыттипе çыхăннă хальхи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Чи пăшăрхантаракан ыйтусем ретĕнче чĕрĕ пуплев, çыру культури хавшани, «Хыпар» издательство çурчĕ кивĕ орфографи патне ним сăлтавсăр таврăнни тата ыттисем пулчĕç.

  Форума хутшăнакансем патшалăх органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхипе литератури сехечĕсен йышне чакарас юхăма чарса лартнине ырларĕç, чăвашла пуплев талккăшне сармалли мелсене (класс, шкул тулашĕнчи мероприятисене чăвашла ирттерни, ача сачĕсенче чăвашла калаçма вĕрентни, специальность паракан пуçламăш тата вăтам шкул вĕренÿ планĕсене чăваш чĕлхи предмечĕ кĕртни, педуниверситетăн шкул умĕнхи тата пуçламăш вĕренÿ факультетĕнче чăваш уйрăмне çĕнĕрен уçни, ача ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлени, ачасене чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен тытма хавахалантарни, Тăван чĕлхе кунне ирттерни т.ыт.те) палăртрĕç, обществăн хăш-пĕр деятелĕсен чăваш çырăвне кивĕ орфографи патне тавăрас шухăшне сивлерĕç, «Хыпар» издательство çурчĕ кивĕлле çырса чăваш чĕлхипе литературине вĕренме тата вĕрентме пысăк чăрмав кăларса тăратнине палăртрĕç, чăрмава çийĕнчех сирсе яма сĕнчĕç.

  Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри учительсене, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме, 2014 çулта тухнă вĕренÿ кĕнекисемпе ним тăхтаса тăмасăр усă курма тытăнма, çавна май ĕç программисене улшăнусем кĕртме сĕнчĕ.

  Форумçăсен шухăшĕпе, пурте харăс ĕçлесен – чăвашлăх тĕнчинче ăнăçу хыççăн ăнăçу тума пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика