Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кĕнекесем – Çĕн çул парни

08:25 16 декабря 2014 г.

2014 çулăн юлашки уйăхĕсем Институтăн чăваш чĕлхипе литератури кафедришĕн 3 кĕнеке тухнипе асра юлчĕç. Вĕсем çаксем:

  1. И.А. Андреев профессорăн чĕлхе вĕрентĕвен концепци никĕсе тата вăл теорипе практика аталанăвне витĕм кÿни: Регионсен ăслăлăхпа практика конференцийĕн материалĕсем. – Шупашкар, 2014 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕ. – Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт», 2014. – 40 с.
  2. Л.Г. Петрова, Ю.М. Виноградов. Чăваш чĕлхи: 6-мĕш класс валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 223 с.
  3. Ю.М. Виноградов, А.Р. Кульева. Чăваш чĕлхи: 4-мĕш класс валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2014. – 206 с.

Пирвайхи кĕнекене «И.А. Андреев профессорăн чĕлхе вĕрентĕвĕн концепци никĕсĕ тата вăл теорипе практика аталанăвне витĕм кÿни» ятпа 2014 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ регионсен ăслăлăхпа практика конференцийĕнче тунă докладсене кĕртнĕ. Авторĕсем – филолог тата методист учёнăйсем, практик учительсем. Докладсенче И.А. Андреев профессор вĕрентĕвĕпе çыхăннă ыйтусене, хальхи ăслăлăхпа шкул практикинчи çĕнĕлĕхсене тишкернĕ. Уйрăмах этнолингвокультурологи тĕпчевĕсем кăсăклантараççĕ. Кунта Е.А. Лебедева доцентăн «Ар çури» М. Фёдорова в этнолингвистическом аспекте» статйине палăртмалла.

4-мĕш тата 6-мĕш классем валли кăларнă кĕнекесем ФГОСа тивĕçтерекен вĕренÿ хатĕрĕсем шутланаççĕ. Вĕсем хальхи тата пулас шкул пурнăçĕпе тачă çыхăннă тата тĕслĕх программăсемпе туллин килĕшсе тăраççĕ.

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика