Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » К.В. Иванова халалланă олимпиада

14:01 13 февраля 2015 г.

2015 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче К.В. Иванова халалласа чăваш чĕлхипе тата литературипе регион олимпиади иртрĕ. Олимпиадăра Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренкен 136 ача чăваш чĕлхипе тата литературипе ăс виçрĕç.

Уяв акт залĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсен концерт программипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисене институт проректорĕ А.Р. Кульева ăшшăн саламларĕ, олимпиадăра çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравланă вăхăтра вĕрентекенсем те ахаль лармарĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.А. Милютин «Чăваш халăх ташшин пластики тата кĕвĕ» темăпа ăсталăх урокĕ ирттерчĕ. Чăваш ташшин хусканăвĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пани, хăш-пĕр хусканусене тума вĕренни пурне те усăллă пулчĕ.

Олимпиада çĕнтерÿçисем ытларах Шупашкар хулинчен, Вăрнар, Вăрмар, Йĕпреç, Патăрьел, Тăвай, Çĕрпÿ, Шупашкар районсенчен, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пулнине палăртмалла. Вĕренÿ институчĕн ректорачĕ учительсене ачасене олимпиадăна хатĕрленĕшĕн тав турĕ, Тутар, Пушкăрт республикисенчен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ учительсене тав хучĕсем парса, ĕçре усă курмалли вĕренÿ хатĕрĕсем парнелесе чыс турĕ.

Олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин шкул тулашĕнче ирттерекен ĕçсен «Эткер» центрĕн сайтĕнче (http://www.etker.cap.ru/) паллашма пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика