Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ вĕренекенсемпе хаклă вĕрентекенсем!

16:11 18 февраля 2015 г.

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе хаклă вĕренекенсем!

 

Сире пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Чăвашсен паллă çутта кăларуçи И.Я. Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавра курăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çавăнпах тăван чĕлхесĕр пĕлӳ çук".

Çын пурнăç тăршшĕпе нумай-нумай чĕлхене алла илме пултарать, çапах та тăван чĕлхе вăйĕпе ачаран йĕркеленнĕ ăс-тăнпа тавра курăм нихăçан та çухалмасть. Чĕлхе – халăхăн культурипе хăйне евĕрлĕхне упраса пыракан хатĕр.

Хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сăвать. Республикăмăрта чăваш, вырăс, тутар, ирçе шкулĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче кашниех хăйĕн тăван чĕлхине вĕренет.

Тăван чĕлхене упраса хăварма тата ăна малалла аталантарма кашни çулах тĕрлĕ ĕç пулса иртет. Ку йăлана халь те манас мар. Атьăр пурте кăçалхи Тăван чĕлхе кунĕ тĕлне патшалăхăн пĕтĕмлетÿ экзаменне (ГИАна) тăван чĕлхепе тытма ирĕк ыйтса заявка çырар.

Тăван чĕлхе сумне, ăна вĕренес хавхаланăва ÿстерес тесен чăваш ачисен чăваш чĕлхипе экзамен тытманни паян кун начар пулăм. Кашни шкултан патшалăхăн пĕтĕмлетÿ экзаменне нумай ача хутшăнасса шанатпăр.

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче 13.30 сехетре «Чĕлхемĕр умĕнчи тивĕçе пурнăçлар: 9-мĕш класра чăваш чĕлхипе экзамен тыттарасси» вебинар ирттеретпĕр. Унта сире пурне те йыхравлатпăр.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика