Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » К.В. Иванов çулталăкне халалласа ирттернĕ «Уçă урок» фестиваль

14:56 20 февраля 2015 г.

Нарăсăн 19-мĕш кунĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  „Уçă урок” республика фестивалĕ хăй ĕçне пĕтерчĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 40 учитель  тата вырăс шкулĕнчен 9 учитель хутшăнчĕ.

Хăйсен материалне Тутар Республикин Аксу районĕнчен, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен 1-ер,  Муркаш районĕнчен 9, Тăвай, Елчĕк,  Етĕрне, Йĕпреç, Канаш районĕсенчен 3-шер, Куславкка, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен 2-шер,  Шупашкар районĕнчен 1 çын ярса пачĕ.

Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкартан 6, Канаш хулинчен 2, Куславккаран 1 учитель  тăратрĕ. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.

Фестивале салам сăмахĕпе институт проректорĕ А.Р. Кульева уçрĕ, учительсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн яваплăх туйса тата тимлĕрех ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивальте ăнăçу сунчĕ.

 Пĕр кун хушшинче пурĕ 29 учитель тухса калаçрĕ, харпăр хăй опычĕпе паллаштарчĕ. Итлекенсем ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕç. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç.

Конкурса хутшăннисене пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче пурне те сертификат парĕç. Çĕнтерÿçĕсем фестиваль дипломне тивĕçĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  „Уçă урок” виççĕмĕш республика фестивалĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:

 

Вырăс шкулĕсемпе

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Вырăн

 

Ядрицова Алена Андреевна

ЧР Йĕпреç районĕ

2-мĕш вăтам шкул

1

 

Ефимова Валентина Павловна

ЧР Куславкка районĕ

3-мĕш вăтам шкул

 

2

 

Кудрявцева ЛюбовьВасильевна

Шупашкар хули

19-мĕш вăтам шкул

3

 

Чăваш шкулĕсемпе

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Вырăн

1

Серебрякова Надежда Валериановна

ЧР Етĕрне районĕ

Палтай тĕп шкулĕ

1

2

Майорова Татьяна Михайловна

ЧР Муркаш районĕ

Шомик тĕп шкулĕ

2

3

Иванова Валентина Михайловна

ЧР Канаш районĕ

Сухайкасси вăтам шкулĕ

2

4

Степанов Александр Марсович

ЧР Муркаш районĕ

А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ

2

5

Морозова Надежда Ивановна

ЧР Куславкка районĕ

Елчĕк вăтам шкулĕ

3

6

Вишнёва Ольга Александровна

ЧР Муркаш районĕ

Шатракасси тĕп шкулĕ

3

7

Васильева Татьяна Анатольевна

ЧР Сĕнтĕрвăрри районĕ

Октябрьски вăтам шкулĕ

3

Малашне фестивале çĕнтерÿçĕ районĕнче ирттерме сĕнÿ пулчĕ. Ку сĕнÿ пурнăçа кĕрес пулсан çитес çул учительсем хăйсен урокĕсене Етĕрне районĕнче кăтартĕç.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика