Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх конкурсĕ иртрĕ

16:08 27 февраля 2015 г.

2015 улхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн акт залĕнче  Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх конкурсĕ 8-мĕш хут иртрĕ. Конкурса районта (хулара) пĕрремĕш вырăн йышăннă 9 учитель хутшăнчĕ:

1) Шерки Эльвира Николаевна, Канаш районĕн Шăхасан шкулĕ;

2) Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле  районĕн Якуртушкăнь  шкулĕ;

3) Токарева Марина Васильевна, Етĕрне  районĕн Чирĕккасси шкулĕ;

4) Петрова Алина Геннадьевна, Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ;

5) Назарова Светлана Михайловна, Красноармейски районĕн Мăн Шетмĕ шкулĕ;

6) Ефимова Альбина Николаевна, Муркаш районĕн Чуманкасси шкулĕ;

7) Ермошкина Раиса Николаевна, Вăрнар районĕн Уравăш шкулĕ;

8) Иванова Алевтина Афанасьевна, Елчĕк районĕн Кĕçĕн Таяпа шкулĕ;

9) Тяхмусова Светлана Вячеславовна, Шупашкар хулин 43-мĕш шкулĕ.

Конкурсантсене Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председательĕ З.Н. Степанова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ А. Р. Кульева,   Чăваш Республикин учительсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Конкурса хутшăнакансене, жюри членĕсене тата курма килнисене «Асамат» ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

  Конкурсантсем «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» паллаштару карточкипе, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссепе тата Ăстаçă урокĕпе жюри умне тухса хăйсен пултарулахне кăтартрĕç. Çавăн пекех, конкурса хутшăннисемхăйсем хатĕрленĕ вĕренÿ программисенчен, статьясенчен, пултарулăх ĕçĕсенчен, ачасен творчествăллă ĕçĕсенчен, тăван чĕлхепе класс тулашĕнче воспитани енĕпе ирттермелли материалсенчен выствка турĕç.

Жюри конкурса хутшăннисен ĕçĕсене тишкерсе хакланă хыççăн пур номинацире те нумай балл пухса  çĕнтерÿçĕ ятне Канаш районĕн Шăхасан шкулĕн вĕрентекенĕ Э. Н. Шерки тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ. Ытти конкурсантсем йĕркелев комитечĕ палăртнă номинацисемпе çĕнтерÿçĕсем пулчĕç:

«Ăста урокĕ» - Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле  районĕн Якуртушкăнь  шкулĕ;

«Сăпайлăх çăл куçĕ» - Токарева Марина Васильевна, Етĕрне  районĕн Чирĕккасси шкулĕ;

«Новатор учитель» -Петрова Алина Геннадьевна, Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ;

«Ăста вулавçă» - Назарова Светлана Михайловна, Красноармейски районĕн Мăн Шетмĕ шкулĕ;

«Ертÿçĕ учитель» - Ефимова Альбина Николаевна, Муркаш районĕн Чуманкасси шкулĕ;

«Манăн педагогикăри тĕп шухăш» - Ермошкина Раиса Николаевна, Вăрнар районĕн Уравăш шкулĕ;

«Тĕпчевçĕ учитель» - Иванова Алевтина Афанасьевна, Елчĕк районĕн Кĕçĕн Таяпа шкулĕ;

«Паллаштару карточки» - Тяхмусова Светлана Вячеславовна, Шупашкар хулин 43-мĕш шкулĕ.

Çĕнтерÿçĕпе номинантсене Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрствин пай пуçлăхĕ В.В. Бычков саламларĕ. Вăл Эльвира Николаевнăна компьютер техники илме сертификат пачĕ, 2015 çулта Мускавра  иртекен Тăван чĕлхе тата вырăс чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕнчен çитĕнÿпе таврăнма ăнăçу сунчĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ А. Р. Кульева Конкурс çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ, тăван чĕлхе пуласлăхĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен нумай килнине палăртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика