Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература тата Константин Иванов çулталăкне - кĕнеке презентацийĕ!

16:22 13 марта 2015 г.

 Раççейри Литература çулталăкĕпе Чăваш енри К.В. Иванов çулталăкне Раççĕй тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ - Улькка Элмен паха та тивĕçлĕ парнепе пуçларĕ. Ку парне - «Упраймарăм сана» романăн иккĕмĕш кĕнеки.             

  Кĕнеке презентацийĕ пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Наци библиотекинче иртрĕ.  Уява Чăваш Республикин Вĕренÿ институтне  тĕрлĕ районпа республика тулашĕнчен ăсталăха ÿстерме килнĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата  чăваш ҫыравҫисем хутшăнчĕҫ.

  Чăваш филологи наукисен кандидачĕ,  литература тĕпчевçи,  паллă ăсчах, çыравçă, вĕрентÿçĕ, тавра пелÿçĕ, халăх хастарĕ Виталий Петрович Станьял романăн иккĕмĕш кĕненине кăранташа алран ямасăр, тимлĕ тишкерсе вуласа тухнине пĕлтерчĕ. Вăл тĕрле енлĕ шĕкĕлчерĕ романа. Тĕп сăнара Машăна питĕ сăпайлă сăнланăшăн, пурнăçри пур йыварлăха кÿренÿсĕр йышăнмалла тунишĕн сивлерĕ. Сăнара çирĕп характерлă тума май тупма сĕнчĕ.

  Хайлава Раççей Федерацийěн тава тивěҫлě ĕçченě, шкул программисемпе вěренӳ кěнекисем çыракан вěрентӳçě Надежда Григорьевна Иванова ертсе пынипе çитнĕ чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем те хапăлласах тишкерчĕç. Тĕслехрен, Ольга Александровна Вишнева (Муркаш районĕ, Шатракасси вăтам шкулĕ) хайлав темипе проблемине тупса палăртрĕ. Кил ăшши, çемье темине уçса панă май çыравçă романри сăнарсем урлă паянхи пурнăçри юрату, мул, ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ, ватлăх, камăл-сипет, пĕчченлĕх, туслăх проблемисене уçса паракан енсене туллин кăтартрĕ. Презентацире пулнисем  ăмсанупа курайманлăх, кĕвĕçÿпе юрату ыйтăвĕсĕне кăтартакан сăнарсене сивлерĕç,  çăлăнăçпа савăнăçа, ачашлăхпа çепĕçлĕхе туйма пулашакан сăнарсене ырласа йышăнчĕç.

  Нина Ивановна Павлова (Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль ватам шкулĕ) тĕп, пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле санарсене, персонажсене 60 ытла тупса палăртрĕ. Кашни сăнара çыравçă хăйне евĕрлĕ сăнланине уçса пачĕ. Тĕп сăнара Машăна çыравçă шухăшласа кăларман, пурнăçран илнĕ иккен, мĕншĕн тесен çакăн пек шăпаллă хĕрарăм авторпа пĕрле шкулта ĕçлет.

  Светлана Витальевна Едифанова (Патарьел районĕ, Ишлĕ тĕп шкулĕ) «Упраймарăм сана…» романăн иккĕмĕш кĕнекен сюжечĕпе композицине тишкерчĕ. Автор хайлаври ĕç-пуçа çакăн евĕрлĕ йĕркеленĕ: ĕç пуçламашĕ _Маша хуйхи-суйхи, ĕç тĕвĕленĕвĕ _суя элекпе вак укçа; ĕç аталанăвĕ _Машăна ĕçрен кăларни, хуняшшĕ вилни,  телейшĕн кĕрешмеллине ăнланса илни;и, хĕрÿ тапхăр_Мария Савельевна Сергей Васильевичпа тĕл пулни;  ĕç вĕçленĕвĕ_Машăпа Сергей çемье  çавăрни. Романри çичĕ сюжет йĕрĕнче çемье пурнăçĕпе кĕрешĕвĕ, пăтăрмахĕпе хуйхи-суйхи мĕнле ÿкерĕннине тĕпчевçĕ схемăласа презентацилерĕ. Мĕн тесен те, çыравçă таса чунлă, çынна нимĕнпе те усал туман, ăш пиллĕ сăнарсене юратать. Хайлаври тасалăхпа управлăх, çепĕçлĕхпе каçарулăх сăнарсене телейлĕ  шăпа кÿрет.

  Татьяна Михайловнăна Майорова (Муркаш районĕ, Шомик тĕп шкулĕ) романăн сăнарлăхне сăнарĕ. Сăнарлăх мелĕсем _ эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора, аллегори, перифраза. Пуплев  эрешлĕхĕсем _ параллелизм, вăйлату, хирĕçлетÿ, риторикăллă ыйту, чĕну, кăшкăру; синтаксиспа пунктуаци мелĕсем _ пĕрешкел предложенисем, пĕр йышши членсем, тÿрĕ пуплев, диалог, монолог, нумай панчăллăхпа усă курни. Автор ăнăçлă усă курнă диалогсем тытканлаççĕ. Символсемпе ятарлă япала сăнĕсем пур: çыран хĕрринче авăнса ÿсекен пĕртен-пĕр хурăн, мамăк пек шап-шурă тутăр, сирень,  кивĕ кĕмĕл укçасем, хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăк, юр, ÿкерчĕк, юхан шыв,  шыв, Турă. Илемлĕх мелĕсемкалас текен шухăша чĕрĕ тăваççĕ,  мистика тĕнчине кĕртеççĕ.

  Çеçпĕл Мишши преми лауреачĕ, философи наукисен кандидачĕ, Раççĕй тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ Юлия Александровна Силем, Раççей тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ, прозаик çыравçă Лидия Михайловна Сарине Улькка Элмене тăрăшулăхпа сывлăх, хавхаланулăх сунчĕç. Тĕл пулăва Ольга Геннадьевна Куликовăн ентешĕсем, Лиана Григорьевăпа Маргарита Соколова та  хутшăнчĕҫ, Авшак Элмен хĕрĕ пултаруллă пулнăшăн мăнаçланчĕç.  

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика