Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ

11:18 18 апреля 2015 г.

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче институтра «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ  иртрĕ. Фестиваль программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс  тата «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕ пулчĕ. Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ  çулсерен ӳссех пырать,   район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 50 ача икĕ номинацире  хăйсен пултарулăхне   кăтартрĕç.  «Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем  пилĕк станци витĕр тухрĕç.  Фестиваль вĕçĕнче  ачасен пултарулăх тупăшăвĕ, юрă юрлани, ташă ташлани, харпăр хăй сăввисене вулани пулчĕ. «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕн çĕнтерÿçисене жюри  палăртрĕ.  Чăваш шкулĕн программипе ĕçлекен шкулсенчен 1-мĕш вырăна Элĕк районĕн Янтапа  вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Никандрова Елена Вадимовна, 2-мĕш вырăна  Канаш районĕн Чакаç  вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Павлова Юлия Александровнăпа Вăрнар районĕн Туçиçырма шкулĕн вĕренекенĕ Филиппова Снежана Витальевна, 3-мĕш вырăна  Вăрмар районĕн Кавал  шкулĕн вĕренекенĕ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тăвай районĕн  Тăрмăш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Андреева Н.А тухрĕç. Вырăс программипе ĕçлекен шкулсенчен 1-мĕш вырăна И.Н. Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш №-лĕ Вăрнар вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Маркова Анита Сергеевна, 2-мĕш вырăна Шупашкар хулин 10-мĕш шкул вĕренекенĕ Кадушкина Анна Евгеньевна,   3-мĕш вырăна Красноармейски  вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Козлова Надежда Витальевна, Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул вĕренекенĕ  Дюкина Дария Владимировна тата Шупашкар хулин 39-мĕш шкул  вĕренекенĕ Прокопьева Салампи Олеговна çĕнсе илчĕç. Вĕренÿ институчĕн проректорĕ  А. Р. Кульева фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене  тав сăмахĕ каларĕ. «Туслăх хĕлхемĕ»  фестиваль  пуриншĕн те  чăннипех уяв пулчĕ.

Итоговый протокол>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика