Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

16:39 24 апреля 2015 г.

  2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Акцие хутшăнса 82 çын: Институт сотрудникĕсем (15-ĕн), Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕсемпе доценчĕсем, студентсем тата хула шкулĕнче ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсем – диктант çырчĕç.

 Акцие кăçал Раççей Федерацийĕнче иртекен Литература çулталăкне, Чăваш Республикинче уявлакан К.В. Иванов çулталăкне тата Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пĕтнĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Çавăнпа текста Леонид Маяксем писателĕн «Асран кайми кун» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Ку калавра сăмах вăрçă хыççăн мирлĕ пурнăçа чи малтан таврăнакан фронтовика ашшĕсĕр пилĕк çул пурăннă ачасем кĕтсе илни çинчен пырать.

 Диктант çырма пынисене чăваш халăх кĕвви-çемми кĕтсе илчĕ.

 Диктант умĕн Вĕренÿ институчĕн ректорĕ Е.В. Казакова доцент салам сăмахĕ каларĕ, пурне те чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн ĕçленĕ май ăнăçу сунчĕ.

 Диктант текстне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Александр Марсович Степанов (Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕ) тата Римма Альбертовна Гаврилова (Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕ) вуларĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика