Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Эткер» лагерь ĕçлеме тытăнчĕ

15:45 01 июля 2015 г.

Çулсерен Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тĕрлĕ регионта пурăнакан пултаруллă чăваш ачисем валли «Эткер» кану лагерĕ йĕркелет,  вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн центрĕ ертсе пырать.

Черетлĕ кану лагерьне Раççейĕн  тĕрлĕ кĕтесĕнчен 39 ача килчĕ. Вĕсене 2013 çулта, Мускавра, «Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекен» конкурс çĕнтерÿçи Диарова И.А., 2012 çулта çав конкурсра çĕнтернĕ Степанов А.М. тата Пĕтĕм Раççейри «Педагогика талккăшĕ» конкурс лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри журналистсен пĕрлешĕвĕн членĕ Кудрявцева Л.В.  тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Канун пĕрремĕш кунĕ - паллашу кунĕ. Вăл «Несĕл çĕрĕ çинче» ятпа пуçланчĕ. Раççейри тĕрлĕ облаçсенчен: Оренбург, Самар, Тюмень, Мускав тата  Пушкăрстан, Тутарстанран, Чăваш Енри ачасем пĕр – пĕринпе паллашрĕç, туслашрĕç. Хаваслă ачасем хăйсем çинчен чăвашла каласа пачĕç.

2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕ «Эткер» лагерь смени уçлăчĕ. Тĕрлĕ хăнасем пулчĕç: Чăваш республикин культурăпа архив ĕçĕсен министрĕ В.П.Ефимов, Чăваш республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин çула çитмен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пай пуçлăхĕ В.В. Бычков, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ Г.Л.Никифоров тата паллă юрăçсем - Людмила Кинерпе Олеся Никитина. Хăнасем кашни ачана К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине, «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» кĕнеке парнелерĕç тата юрăпа саламларĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем килнĕ хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Килнĕ хăнасем те, ачасем те уявпа кăмăллă юлчĕç. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика