Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка иртрĕ

10:30 28 сентября 2015 г.

  Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районĕн Тутаркасси вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме икĕ эрнелĕх курса пухăннă Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Пĕлÿлĕхе ÿстермелли вĕренĕве килнĕ учительсене Тутаркасси шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç.

Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем ушкăнсене пайланса классене саланчĕç. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем  И.А. Фомина «Литература юррисем, вĕсенче илемлĕхе курма вĕрентесси», А.В. Волкова «Çĕнĕ технологипе усă курса «Йывăçсем» темăна вĕрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пăча сăмахлăхне 5-мĕш класра вĕрентесси», А.В. Ишова «Çĕнĕ технологисемпе усă курса В. Агеевăн «Чăваш вăййи» ÿкерчĕкне тишкересси, сочинени çырасси», Л.Ю. Николаева «Пайăр ятсене вĕрентнĕ май кулленхи вĕренÿре усă куракан ĕç-хĕле йĕркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлăха упрас тесен мĕн тумалла?» темăсемпе  Тутаркасси шкул ачисемпе  ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.

Пĕлÿлĕхе ÿстермелли стажировкăна Тутаркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.В. Ишова ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта учительте 30 çул вăй хурать. Пуян та паха музей класс йĕркеленĕ Альбина Валентиновна. Ăна вĕрентÿçĕ пултарулăх лабораторийĕ туса хунă, унта дидактика материалĕсем, кăтартупа техника хатĕрĕсем, компьютер, кĕнекесем, чăвашла тухакан хаçат-журнал ал айĕнче. Кунтах чăваш халăхĕн уяв çи-пуçĕ, тумтирĕ, хĕрарăм капăрлăхĕ, авалхи савăт-сапа, пир-авăр япалисем, вĕренÿпе меслетлĕхĕн курăмлăх хатĕрĕсем тата ытти те упранать. Ку япаласем чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури урокĕсене ирттернĕ чухне усă куракан паха кăтарту хатĕрĕ пулнине палăртрĕ Альбина Валентиновна.

Тĕп калаçу ăсталăх урокĕсем тавра пулчĕ. Ăна Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова ертсе пычĕ. Константин Иванов çулталăкне халалланă уроксем тухăçлă пулнине палăртрĕç тухса калаçакансем. Ăсталăх урокĕсем уйрăмах чи курăмлă та пахалăхлă пулнине çирĕплетекен пулăмсем çаксем пулчĕç: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисем тата çĕнĕ мелсемпе майсем тупса палăртни, пултаруллă ĕçлекен учительсен паха опытне пĕтĕмлетни тата çĕнĕ меслетлĕхпе сĕнÿсене çирĕплетни, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни, çамрăк учительсене сапăрлăхпа вĕренÿ тата меслетлĕх енчен пулăшу пани.  Пурте вĕсем учителĕн квалификацийĕпе ăс-хакăлне тата тавра курăмне ÿстерме пысăк пулăшу паракан пайрăм пулнине палăртрĕ канашлăва вĕçлесе чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика