Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кĕнекесен методика аппарачĕпе паллаштаракан семинар иртрĕ

15:08 14 октября 2015 г.

   2015 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш литературине 5-мĕш класра вĕрентекенсем валли  «Преподавание чувашской литературы в 5 классе в свете реализации ФГОС: новое учебное пособие и книга для внеклассного чтения, методический аспект» темăпа семинар иртрĕ.

  Семинарта Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тĕпе хурса хатĕрленĕ вĕренÿпе вулав тата килти вулав кĕнекисене тишкерчĕç. «Тăван литература» предмета вĕрентнĕ май харкамлăх результачĕ шутне кĕрекен ĕç-хĕле палăртмалли çул-йĕре шырарĕç. Ачасен хăйсен вĕренĕвне йĕркелес,  хутшăнăва кĕрес, информаци шырас ĕç-хĕл тĕллевĕсене палăртас çул-йĕре пурнăçламалли ыйтусемпе ĕçсен уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç.

  Семинар программине предметăн ятарлă результачĕсем шутне кĕрекен пĕлÿпе, пултарупа, хăнăхупа вĕренÿ хевти-талпăнăвĕн тĕллевĕсемпе задачисене татса памалли методика аппарачĕн ăслайĕсене суйласа илесси те пулчĕ.

  Учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Критикăллă тĕпчев технологийĕн ăслайĕсене (хĕвел, çупкам тата таблица кластер йĕркелени,  синквейн çырни, пулă шăмми (фишбоун) туни, клоуз-тест мелне алла илни, икĕ е виçĕ енлĕ дневник мелĕ, «Блум» чечекĕ, «Венн» унки) уйăрма вĕренчĕç.

 Кунсĕр пуçне пурте килти вулав кĕнекипе ĕçлемелли уйрăмлăхсемпе паллашрĕç: «Ултă  шĕлепке» вăййа вылярĕç, художниксен картина репродукцийĕсене трафарет мелĕпе тишкермелли хăнăхусене туптарĕç.

  Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем семинарпа кăмăллă юлчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика