Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкарта − Тăван чĕлхе, вăл шутра вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен ăстаçă урокĕсен пĕтĕм Раççей фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ

16:56 16 октября 2015 г.

Тăван чĕлхе, вăл шутра вырăс чĕлхи, вĕрентекенсен ăстаçă урокĕсен Пĕтĕм Раççей фестивальне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче кăларнă «Раççей Федерацийĕн патшалăх наци политикин 2015 çулчченхи стратегийĕ» 1666-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕ ирттереççĕ.

Фестиваль кăçал 8-мĕш çул иртет. Унчченхи çулсенче фестивалĕн 1-мĕш тапхăрне учительсем Раççейĕн субьекчĕсенче пухăнатчĕç те çĕнтерÿçĕсене Мускава яратчĕç. Акă хамăр республика ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ педагогсем Мускава 2007 çултанпа каяççĕ.

Малтанхи çулта Евгений Александрович Майков (Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ) «Çĕнĕлĕхçĕ (новатор) учитель» ята тивĕçрĕ, тепĕр çул Анисия Павловна  Игнатьева (Шупашкар хули, 12-мĕш шкул) «Чи лайăх эссе» номинацире çĕнтерчĕ, 2009 çулта Галина Васильевна Абрамова (Шупашкар хули, 59-мĕш шкул) 2-мĕш вырăн йышăнчĕ тата «Вĕренÿпе меслетлÿх пуххи» номинаци çĕнтерÿçи пулчĕ.

Чи пысăк çитĕнÿ – 2010 çулта Алена Андреевна Ядрицова (Йĕпреç, 2-мĕш шкул) 1-мĕш вырăна тухни. Тата тепĕр çул Мария Николаевна Печникова (Шупашкар, 60-мĕш шкул) «Раççейĕн чи лайăх учителĕ» медале тивĕçрĕ тата «Вĕренÿпе воспитани ăсти» номинаци çĕнтерÿçи пулчĕ.

2012 çулта Александр Марсович Степанов (Муркаш районĕ, Калайкасси шкулĕ) каллех 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. 2013 çулта Ирина Алексеевна Диарова (Шупашкар, 33-мĕш шкул) 2-мĕш вырăна тухса таврăнчĕ.

Кăçал фестивалĕн малтанхи тапхăрне 4 вырăнта пухăнса ирттерме килĕшнĕ: Саранскра, Шупашкарта, Санкт-Петербургра, Нальчик хулинче.

Шупашкарта хăйсен ăста урокĕсене 2012 çулхи çĕнтерÿçĕ Александр Марсович Степанов, 2010 çулхи çĕнтерÿçĕ Алена Андреевна Ядрицова кăтартрĕç. Вĕсемпе пĕрле, урокĕсене,  Мускава кăçал кайма тивĕçнĕ 3 учитель − Ефимова Валентина Павловна (Куславкка, 3-мĕш шкул), Тяхмусова Светлана Вячеславовна (Шупашкар, 43-мĕш шкул), Иванова Валентина Михайловна (Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ) кăтартрĕç. Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентес ăсталăхĕпе Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕнче ĕçлекен Роза Анатольевна Мазикова та паллаштарчĕ.

Кунсăр пуçне унчченхи çĕнтерÿçĕсен Пушкăрт, Тутар, Тыва тата Хакас республикисенчен ярса панă видеоклип урокĕсене экран çине кăларса курма май килчĕ.

 

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика