Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Вулакан Чăваш Ен» форум иртрĕ

15:48 21 декабря 2015 г.

2015 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинче республика шайĕнче «Читающая Чувашия» форум иртрĕ. Форум XIXĕмĕрте палăрнă З.М. Таланцев меценантăн бюстне уçнипе пуçланчĕ.  Форумра 19 площадка ĕçлерĕ. Республикăри паллă писательсемпе поэтсем, ятарласа чĕннĕ хăнасем, тĕпчевçĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем форум ĕçне хастар хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви форумра вĕренÿ системинче Иванов çулталăкĕпе ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Ача-сачĕ, шкул, район, республика шайĕнче тĕрлĕ литература каçĕсенче, сăвă вулакансен, ÿнерçĕсен конкурсĕсенче, литература çул çÿревĕсенче, фестивальсенче хутшăнса пин ытла ача çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.  

Республика шайĕнче иртнĕ «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» ятлă сочинени конкурсĕн çĕнтерÿçисене ятарласа форума чĕнсе чаплă ларура саламларĕç. Килнĕ хăнасемпе «Республика» хаçатăн тĕп редакторĕ Лидия Ивановна Филиппова тĕл пулчĕ, хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ.

Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Н. Иванов çĕнтерÿçĕсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пултаруллă та хастар пулма,  ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕ. Çĕнтерÿçĕсене ятарлă диплом, асăнмалăх парне, вĕрентекенсене тав хучĕсем парса чысларĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика