Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Олимпиадăпа конкурссене халалланă вебинар

08:06 23 декабря 2015 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли «Хальтерех иртнĕ конкурссемпе олимпиадăсен пĕтĕмлетĕвĕсем» темăпа вебинар ирттерчĕ. Унта ял шкулĕсем те, хула шкулĕсем те хастар хутшăнчĕç.

Вебинарта Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушăвĕпе   хальтерех   ирттернĕ конкурссемпе олимпиадăсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Тĕп калаçу шкул ачисем хутшăннă ăмăртусем тавра пулчĕ. Калаçăва институтăн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин  ертÿçи  А.С. Егорова ертсе пычĕ. 2015 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхĕнче иртнĕ ăмăртусене учительсемпе ачасем хастар хутшăннине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, «Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурса 325,  «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп?» сочиненисен конкурсне 55, Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 класра вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе "Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине» 1253 ача хутшăннă.

Анна Семеновна интернет олимпиада хуравĕсене тишкерчĕ, малаллахи ăмăртусенче йăнăшсенчен хăтăлмалли çул-йĕре кăтартрĕ.

 «Чи лайăх ташăçă» тата «Чи лайăх юрăçă» номинацире пулнă номерсен лайăх тата начар енĕсене жюри членĕ «Сарпике» ташă ансамблĕн балетмейстрĕ Алиса Александровна Лукина тишкерчĕ. Юрă-ташă илемне сцена çине кăлармалли пахалăхсене палăртрĕ. Тĕслĕхрен, чешки _ вăл репетици вăхăтĕнче тăхăнмалли атă-пушмак (ура тумĕ) пулнине, «минусовкăсемпе» пĕлсе усă курмаллине, юрă тексчĕсене шкул ачине килĕшÿллисене çеç суйламаллине, «наложениллĕ» юрăсене шута илменнинекаласа хăварчĕ.

Н.Г.Иванова доцент «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп?» сочиненисен кăлтăкĕсемпе лайăх енĕсене тишкерчĕ. Шкул ачисене сочинение икĕ чĕлхепе çырма май панине, ачасем конкурса хастар хутшăннине çирĕплетрĕ. Малаллахи сочинени конкурсне хутшăннă чух ачасен пултарулăх ĕçĕсене оригиналлă меслетпе пуçлама май пуррине (дневник, çул çÿрев, экскурси, тавлашу мелĕсем, спектакль е урок хыççăн шухăша кайни тата ытти те) кăтартрĕ. Сочинени йĕркисенче учитель çырнисем (сăмах çаврăнăшĕсем) е пурнăç пурăнса курнă çын пĕтĕмлетĕвĕсем пулмалла маррине, Зинаидăпа Виталий Михайловсем пухса хатĕрленĕ «Сочиненисем» кĕнекисенчи текстсене улăштармасăрах илмелле маррине каларĕ. Сочиненисенчи аргументсем çыравçăсен (Кипеч, Асамат, Пушкин)анлă саралнă тĕпчевĕсенчи шухăшсемпе  мар,  паллă чăваш литература тĕпчевçисемпе критикĕсен (Юрий Артемьев, Виталий Родионов, Георгий Федоров, Геннадий Хлебников) шухăшĕсемпе çирĕплетмеллине тимлесех каларĕ.

Кунсăр пуçне Надежда Григорьевна чăваш тумĕсене тирпейлĕ те пĕлсе тăхăнмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Шкул ачисен тумĕсенче хĕрарăм тумĕсен деталĕсем пулмалла маррине асăрхаттарчĕ. Тĕслĕхрен, хĕр ачасен пуçра масмак мар, тухья пулмаллине, е çара пуçăн _ çÿçе пĕр çивĕт тумаллине палăртрĕ, урара _ кĕлĕллĕ туфли е босоножки мар, хупă туфли тăхăнмаллине, пĕр тĕслĕ чăлха-нуски пулмаллине, сăрланмалла маррине тата кăтралатнă çÿçлĕ прическăсем пулмалла маррине каларĕ.

Ю.М. Виноградов учительсен конкурсĕ çинчен калаçрĕ, виçĕ ыйту пуплев культурипе тата çыру тĕрĕслĕхĕпе çыхăннине пĕлтерчĕ. Акă чĕлхепе çыхăннă пĕр ыйтура Кайраклă пайăр ятне пару падежне лартмалла, Кайракла темелле. Ку сăмах уçланкă, уланкă, сасă, сĕлĕ сăмахсемпе пĕр ретре тăрать. Çавăнпа та Ă тата ĕ сасăсемпе пĕтекен сăмахсене пару падежĕнче мĕнле каламаллине асра тытас пулать.

Ыйтусенче пĕринче калаçу сăмах майлашăвĕсен интонацийĕ пирки пырать. Чăваш пуплевĕнче сасă тĕп компонент çинче çĕкленет, пайсен хушшинчи пауза тата пăхăнакан компонентăн ударенийĕ çухалать: кĕрхи кун, тунти кун, йывăç кĕреçе, тимĕр пăта. Çавăнпа та  сăмахсем интонаци енчен пĕр пĕрлĕхе кĕни çырура пĕрле çырмалла тенине пĕлтермест. Кĕрхи кун мĕнле уйрăм çыратпăр, тунти кун сăмах майлашăвне те çавнашкалах уйрăм çырмалла.

Пĕчĕк ачалан синтагмăра пĕчĕк сăмах глагола мар, ача япала ятне пăханса тăрать.  – Лан аффикс ача сăмах çумне мар, пĕчĕк ача ят майлашăвĕ çумне хутшăнать. 

Кафедра ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем вебинарпа кăмăллă юлчĕç.

 

 

 

 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика