Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ТАХÇАНАХ КĔТНĔ ТĔПЧЕВ

10:59 28 января 2016 г.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн çыравçисен тата журналистсен союзĕн пайташĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни Александр Иванович Мефодьев доцентăн «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тĕпчев кĕнекисен хаклавĕ (презентацийĕ) иртрĕ.

Ку ярăма «Чувашская детская литература. Истоки, возникновение и формирование (2008), «Чăваш ача-пăча литератури. 20-30 çулсем» (2010), «Чăваш ача-пăча литератури. 40-50 çулсем» (2011), Чăваш ача-пăча литератури. 60-80 çулсем» (2013), «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» (2015) кĕнекесем кĕреççĕ.

Хаклава И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Денисова Т.В. уçрĕ. Вăл А.И. Мефодьева паха тĕпчев ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Ун хыççăн ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле тата шкулчченхи вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Валерьевич Бычков сăмах илчĕ. Вăл Александр Мефодьевăн «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри кĕнекесемпе шкулсенче усă курма майлă та меллĕ пулнине палăртрĕ.

Презентацие Скворцова О.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Артемьев Ю.М., филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс чĕлхипе литератури кафедрин профессорĕ; В.П. Станьял, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Иванова Н.Г., ЧР вĕренÿ институчĕн доценчĕ; Софронова И.В., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ; Кириллова И.Ю., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн литературăпа фольклористика пайĕн ертÿçи; Никифоров Г.Л., ЧНК вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи; Соловьева Г.П., ЧР Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи; Кервен В.Г., «Тăван Атăл» журнал редакторĕ; Ишентней Н.П., ача-пăча çыравçи; Артемьева Т.В., педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Осипов Н.Н., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ; Медведева А.В., Шупашкар хулин 3-мĕш лицейĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ тата куçăмсăр (заочно) вĕренекен студенсен пĕр ушкăнĕ хутшăнчĕç.

Тухса калакансем А.И. Мефодьев ача-пăча литературин паллă тĕпчевçи, çыравçă тата журналист тата «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмĕн пахалăхĕ пысăк пулнине, унпа студентсемпе аспирантсем, преподавательсем кăна мар, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те усă курма пултарнине шута илсе ача сачĕсемпе шкул валли уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларма сĕнчĕç .

Хаклава Шупашкар хулин 17-мĕш шкул ачисем те хутшăнчĕç. Вĕсем «Чăваш ача-пăча литератури» ярăмри тата Александр Мефодьевăн сăввисене тата сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика