Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли тухăçлă меслетсемпе мелсем» темăпа семинар иртрĕ

16:15 29 января 2016 г.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнчеЧăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли тухăçлă меслетсемпе мелсем» темăпа семинар иртрĕ. Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чĕлхесен шкулĕн директорĕ А.К. Филиппова, ĕçлĕх директорĕ А.В. Блинов, гуманитари институчĕн тĕпчевçи Алос-и-Фонт Эктор,вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин, наци вĕренÿ центрĕн ĕçтешĕсем, вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Тĕп калаçу вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли тухăçлă меслетсем тавра пулчĕ. Ĕçĕн пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе ют чĕлхе методикине те вырăнлă усă курма май пуррине палăртрĕç.

«Кала-ха» вĕренÿ кĕнекин авторĕ Александр Блинов кĕнекен тытăмĕпе паллаштарчĕ. Кĕнекере вĕренÿ материалне кулăшла, мыскараллă та хаваслă, шкул пурнăçĕпе, паянхи пурнăçпа çыхăнтарса кăтартнине палăртрĕ. Вĕренÿ кĕнекин материалне ятарлă сайта вырнаçтарнине, унпа вĕренекенсем те вĕсен ашшĕ-амăшĕ те усă курма пултарнине пĕлтерчĕ.

Семинара хутшăнакансем вĕренÿ кĕнекине çĕнĕлле йĕркеленине, хăйне евĕрлĕ пулнине палăртрĕç.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика