Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Усăллă çавра сĕтел

16:16 10 февраля 2016 г.

Чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсен олимпиадине хутшăнма шкул ачисене Шупашкара илсе килнĕ учительсем 2016 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн акт залĕнче çавра сĕтел тавра пухăнчĕç. Çавра сĕтелте сăмах, тĕпрен илсен, ФГОСа тивĕçтерекен вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлесе кăларас пирки пычĕ. Халь шкулсене çитнĕ тата малашне тухмалли вĕренÿ кĕнекисем çинчен кĕнеке авторĕсем калаçрĕç: Вĕренÿ институчĕн доценчĕсем Ю.М. Виноградовпа Н.Г. Иванова, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ В.И. Игнатьева тата Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ И.В. Софронова.

Çавра сĕтелте пуплев культурипе çыхăннă ыйтусене те, кĕнекепе хаçат-журнала шкулсене çитерессине те пăхса тухрĕç. Учительсем кун йĕркинче палăртнă темăпа хăйсен сĕнĕвĕсене пĕлтерчĕç, ыйтусем пачĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика