Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрă кĕнеки хăтлавĕ

16:35 16 февраля 2016 г.

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Куславкка тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Николай Белов-Аманикпа тĕл пулу иртрĕ. Унăн ятне Куславкка тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Вăл – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, изобретатель, ачасене шкулта физика вĕрентнипе пĕрлех чылай вăхăт хушши юрă-кĕвĕ хайлать. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем умĕнче ирттернĕ хăтлавра хăй хатĕрленĕ «Чăваш Ен – манăн юрату!» кĕнекепе паллаштарчĕ. Ку кĕнекере пултаруллă кĕвĕ хайлавçи тĕрлĕ çулта хывнă юрăсем çеç мар, баянпа калама çырнă кĕвĕсем те пур. Николай Николаевич тĕрлĕ чăваш поэчĕн сăввисем тăрăх кĕвĕ хывнă, хăш-пĕр юрра хăйĕн сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ.

Учительсем автор ĕçне пысăк хак пачĕç. Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика