Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Стажировка иртрĕ

12:55 14 марта 2016 г.

2016 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Элĕк районĕн  Юнтапа вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн чăвашла тĕп пĕлÿ паракан  шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси» программăпа стажировка иртрĕ.

  Унта пĕлĕве ÿстерме 72  сехетлĕ программăпа дистанци курсне куçăмлă вĕçлекенсем  пухăнчĕç. Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Вăрмар, Красноармейски, Йĕпреç районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем инçе çула хаваспах тухрĕç. Пĕлĕве ÿстерме килнĕ учительсене Юнтапа вăтам шкул директорĕ А.П. Кондратьев тата шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç.

  Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем классене саланчĕç. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем  З.И.  Леонтьевăн  «Евĕрлев сăмахĕсене ăнлантарасси» (6 класс) çĕнĕ пĕлÿ илмелли урока, В.П. Нестеровăн «Елизавета Осиповăн «Пахчари хÿшĕ» калавĕнчи тема, тĕп шухăшĕ тата сăнарсем» (5 класс) килти вулав урокне пăхрĕç.

Г.И. Иванова «"Антоним" темăна вĕрентнĕ май çĕнĕ технологисемпе усă курасси», М.А. Никитина «Ыйту местоименийĕсем» темăна вĕрентнĕ май хутшăну ĕç-хĕлне аталантармалли çул-йĕр», А.Г. Петрова  «Ева Лисинăн «Мускав кушакне чапа кăлартăм» хайлавне вĕрентĕ май критикăллă шухăшлав технологийĕсемпе усă курасси» ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.

  Стажировкăна Юнтапа вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.И. Леонтьева ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта учительте 7 çул ĕçлет. Зоя Ивановна ăста вĕрентÿçĕ пулнине Раççей Президенчĕн  (2006), Чăваш Республикин  (2010),  Элĕк районĕн (2011) гранчĕсене çĕнсе илнипе çирĕплетнĕччĕ. Тăван чĕлхепе литературăна юратса вĕреннине Леонтьева З.И. вĕренекенĕсем юлашки 5 çул хушшинче тунă çитĕнÿсем кăтартаççĕ.

Республика олимпиадисенче (2012 çулта 2-мĕш вырăн, 2014 çулта 2,3-мĕш вырăнсем, 2015 çулта 3-мĕш вырăн, 2016 çулта 1-мĕш вырăн), наукăпа практика конференцийĕсенче топонимикăпа çыхăннă ĕçсем ялан малти вырăнсене йышăннипе палăрнăччĕ. Творчествăллă конкурссемпе фестивальсенче те унăн вĕрентекенĕсем малти вырăнта – «Туслăх хĕлхемĕ» çĕнтерÿçисем 2012 çулта 2-мĕш вырăн, 2014 çулта 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ.  2015 çулта 1-мĕш вырăн çĕнсе илсе унăн вĕрентекенĕ «Орленок» лагере кайма путевка тивĕçнĕччĕ.

Тĕп калаçу ăсталăх урокĕсем тавра пулчĕ. Калаçăва Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ.

Ăста учитель пултарулăх лаççинче пулса пирĕн учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. ФГОСпа килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах ушкăнпа ĕçлемелли майсем уçăмлă палăрчĕç. Ачасене кăсăклантарса янин, ăнланса илсе йывăрлăхран тухма тĕллев лартнин, çĕнĕ пĕлĕве сÿтсе явнин, рефлексин çул-йĕрĕсене уçăмлатрĕç.

 Чăваш Респуликин вĕренÿ институчĕ  Чăваш Республикин Элĕк районĕн Юнтапа вăтам шкулĕн директорне А.П. Кондратьева, вĕренÿ ĕçĕпе ĕçлекен директор çумне Л.М. Ильинина чăваш челхипе литературине вĕрентекенĕсен стажирокине ирттерме пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăвать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика