Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртет

16:59 06 апреля 2016 г.

2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Традици мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ),

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 401 тата 404 аудиторисем),

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ 38-мĕш çурт),

Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси колледжĕнче (Уруков урамĕ, 8-мĕш çурт)

13.00 сехетре кĕтеççĕ. Çавăн пекех, ялсенче, районта ятарлă вырăнсенче те çырма май пур.

Диктант текстне Чăваш радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 13.00 сехетре итлесе хăвăр пурăнакан вырăнта çырма пултаратăр. Диктант бланкне http://www.chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2016@yandex.ru .

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 313-мĕш аудитори) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем:

8(8352)450422 (Степанова И.А.),

8(8352)45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352)45-02-58 (Кузнецов А.В.). 
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://www.chgign.ru адреспа тупма пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика