Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ чăваш çырулăхне халалланă çавра сĕтел

16:57 22 апреля 2016 г.

2016 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Чăваш çырулăхĕ йĕркеленни тата аталанни» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Ăна çĕнĕ чăваш çырулăхĕн 145 çулне халалланă. Çавра сĕтелте И,Я. Яковлев йĕркеленĕ çырулăхчен чăвашла пичетленсе тухнă ĕçсен хăйне евĕрлĕхĕ, çĕнĕ вăхăтри чăваш çыруллă культурине никĕслекенĕ Е.И. Рожанский, Н.И.Золотницкий ĕçĕсенче усă курнă графемăсен системи, тĕрĕк чĕлхисен çырулăхĕ çинчен калаçрĕç. Çавра сĕтеле Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ А.С. Егоровăпа Л.Г. Петрова методист та хутшăнчĕç. Анна Семеновна чăваш çырулăхĕн аталанăвĕн хальхи шкулта мĕнле палăрни çинчен, чăваш чĕлхине ФГОСпа килĕшÿллĕн вĕрентесси пирки тухса калаçрĕ.

Çавра сĕтел пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика