Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль иккĕмĕш хут иртрĕ

13:38 03 мая 2018 г.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи фестиваль иртрĕ. Фестивале чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулӗ йĕркелерĕ.

«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картипе пуçланчĕ. Калайкасси шкулĕнче вĕренекенсем, пуçтарăннă хăнасем – пурĕ 250 çынна яхăн, вăйă картине тăрса карталанса утрĕç. Чăваш тумĕн, кĕвви-çеммин илемĕ пурне те тыткăнларĕ. Фестивале Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ С.В. Петрова уçрĕ. Вăл пурне те чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ, тăван чĕлхе пуласлăхĕ пирки каларĕ. «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль гимне С.У. Колдашова шăрантарчĕ. Пухăннă халăха Чăваш халăхĕн ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Е.Е. Ерагин саламларĕ.

Фестиваль шайĕнче виçĕ ăмăрту иртрĕ. «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнчĕç, чăвашла уçă уроксем пачĕç. Вĕрентекенсен урокĕсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ С.В. Петрова тата чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçин ӗҫӗсене тӑвакан А.С. Егорова хакларĕç. Комсомольски районĕнчен килнӗ Е.Н. Курицына тата Т.В. Тихонова «Чăваш халăх уявĕсем» темăпа 5 класра урок кăтартрĕç, «Чĕвĕл-чĕвĕл калаçнӑшӑн» номинацире мала тухрĕç. Калайкасси шкулĕн вӗрентекенӗ Г.В.  Лебедева 7-мĕш класс пикисене ĕç урокĕнче хуран кукли пĕçерме вĕрентрĕ, «Юрла-юрла вĕрентнӗшӗн» номинацире мала тухрĕ. 3-мĕш вырăна Оринино шкулĕнче хими предметне вĕрентекен И.Г. Григорьева çĕнсе илчĕ, вăл «Крахмал» темăпа 10-мĕш класра уçă урок пачĕ. Ҫатракасси шкулĕнче истори предметне вĕрентекен Н.Г. Романова 5-мĕш класра «Авалхи грек тата рим çыннисен ăмăртăвĕ» урока чăвашла ирттерчĕ, 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. 1-мĕш вырăна Канаш районĕн Вырăскас Пикших шкулĕнче технологипе ИЗО вĕрентекен Т.В. Елисеева тухрĕ, «Чăвашлăха аталантаракан чи хастар вĕрентекен» медале тивӗҫрӗ.

«Савăнатăп эп чăваш пулнăшăн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кăтартса пачĕç. Ăмăртăва хутшăнакан ушкăнсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури методикин лабораторийӗн ертӳҫи В.И. Игнатьева, Муркаш район администрацийĕн вĕренӳ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕ И.А. Ершова, Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.И. Колбасова хакларĕç. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытнине, ачасен тумĕпе йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине тимлĕ сăнарĕç. «Савăнатăп эп чăваш пулнишăн» ăмăртăва С.У. Колдашова ертсе пычĕ. Оринино вăтам шкулĕн «Лантăш» ушкăнĕ «Юрă-ташă ăстисем» номинацире çĕнтерчĕ, Ильинка шкулĕн «Хĕвел шевлисем» «Чăваш шăпчăкĕсем» ята тивĕçрĕç. Калайкасси шкулĕн «Хунав» ушкăнĕ «Чĕлхе управçисем», «Путене» ушкăнĕ «Ешĕл хунавсем» номинацисенче маттур пулчĕç. Комсомольски районĕн Ҫĕнĕ Мăрат шкулӗн «Шевле» ушкăнӗ ĕне ыррипе çыхăннă йăлана кăтартса «Ҫемье йăли-йĕркине тытса пыракансем» номинацире çĕнтерчĕ. Муркаш районĕн Турай шкулĕн «Хунав» ушкăнӗ «Сцена ăстисем» ята тивĕçрĕ. Номинацире çĕнтернисене пурне те грамота парса хавхлантарчĕç. 3-мĕш вырăна Калайкасси шкулĕн «Ҫеçпĕл» ушкăнӗ тухрĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра ачасем выртмана çӳренине кăтартса пачĕç. 2-мĕш вырăна Муркаш районĕн Москакасси шкулĕн «Чăваш ачисем» ушкăнĕ Мăнкун уявне кăтартса çĕнсе илчĕ. Чи маттур ушкăн Калайкасси шкулĕн «Туслăх» ушкăнӗ (2-мĕш класс) пулчĕ. Мала тухнисене дипломпа чысларĕç, пылак парнесемпе хаваслантарчĕç. Çĕнтерÿçĕ ушкăн «Савăнатăп эп чăваш пулнишăн» кубока тивĕçрĕ.

«Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртура 7-9 классенче вĕренекен яш-кĕрĕм чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартрĕ. Вăййа Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.В. Портнова ирттерчĕ. Ăс-тăн вăййинче хутшăнма пурĕ çичĕ ушкăн кăмăл турĕ. Москакасси шкулĕнче вĕренекен С. Пашковпа Е. Антонова «Хастар çамрăксем» номинацире мала тухрĕç. Оринино шкулĕнче вĕренекен Н. Орловпа А. Блинова «Чĕлхе тĕпчевçисем» ята тивĕçрĕç. Канаш районĕн Вырăскас Пикших шкулĕнче вĕренекен К, Романовпа А. Степанова «Эпир Улăп йăхĕнчен» номинацире чи хастаррисем пулчĕç. 3-мĕш вырăна пĕр пек балсем пухса Шурча шкулĕнче вĕренекен С. Борзаевпа В. Львова тата Калайкасси шкулĕнче ăс пухакан Е. Павловăпа П. Угаров тухрĕç. 2-мĕш вырăна Шупашкар районĕн Кӳкеç лицейĕнче вĕренекен Е. Павловпа О. Тимофеева тухрĕç. Чи маттуррисене, 1-мĕш вырăн çĕнсе илнисене, Муркаш районĕн Ҫатракасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Д. Скворцовпа Т. Агаровăна «Сар каччăпа сарă хĕр» кубокпа чысларĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен вĕрентекенсем «Чăвашах-ши эпĕ?» çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç. Светлана Владимировнăпа Анна Семеновна шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Çавра сĕтеле хутшăнакансем чăвашлăха аталантарас енӗпе мĕнле ĕçленине каласа пачĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, ашшĕ-амăшĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç.

„Чăваш ачи чăвашах” фестиваль иккĕмĕш çул кăна иртет пулин те, унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Чăнах та, ача мĕн пĕчĕкрен тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркипе паллашса, сăвви-юррине ăша хывса çитĕнсен чăваш ачи чăвашах пулĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика