Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ресурс центрӗсем хастар ӗҫлеҫҫӗ

08:48 22 ноября 2018 г.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче республикӑри чылай шкула ресурс центрӗсем пулнине ӗнентерекен свидетельствӑсем панине пурте ас тӑватпӑр ӗнтӗ.

2018 çулхи чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче ҫав центрсенчен пӗринче, Шупашкар районĕн Янӑш вăтам шкулĕнче, «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.

Шкула ҫитнӗ-ҫитменех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ: А.М. Николаевӑпа И.Б. Васильева 5-мӗш класра «Сӑвӑ ҫырма вӗренер-и?», М.И. Кудрявцева 6-мӗш класра «Ф. Решетниковӑн «Каллех «икӗ» картини», А.Е. Шишкина 7-мӗш класра «Пулас вӑхӑт», А.Ю. Московцева 8-мӗш класра «П. Хусанкайӑн «Кӗнеке» сӑвви», Н.В. Магазеева 9-мӗш класра «Хутлӑ предложенисен тӗсӗсем» темăсемпе уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Уроксене итленӗ хыҫҫӑн стажировкӑна пухӑннисем шкулпа паллашрӗҫ. Ун хыҫҫӑн пурте «Вӗсен ячӗ юлӗ ӗмӗрех» урок тулашӗнчи ӗҫе пӑхса савӑнчӗҫ. Ӑна ирттерме шкул ачисемпе пӗрлех В.Э. Васильева, Н.В. Магазеева, А.К. Александров, Е.А. Майков вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. Чӑвашсен кӗвӗ инструменчӗсене ӑсталаканӗ Н.А. Фомиряков пурне те кӗвӗ ӑста каласа тӗлӗнтерчӗ, хӑй ӑсталанӑ инструментсемпе паллаштарчӗ.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Стажировка Шупашкар районĕн Янӑш вăтам шкулĕ пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр пулнине те, Шупашкар районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ҫав тери маттуррине те ӗнентерсе пачӗ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика