Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хунав» конкурс иртрĕ

16:29 17 мая 2019 г.

Паян, ҫу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасен «Хунав» конкурс иртрĕ.

Конкурс 3 номинаципе иртрĕ:

1. «Илемлĕ чăваш юрри» («Красива и звучна чувашская песня») – ачасем чăвашла юрă юрларĕҫ.

2. «Асамлă юмах тĕнчи» («Волшебный мир сказок») – ачасем пĕр-пĕр юмаха сценка евĕр чăвашла лартса кăтартрĕҫ.

3. «Янра, сăввăм, хыттăнрах» («Звучи, мой стих, сильнее») – ачасем сăвва чăвашла калаçрĕҫ.

Конкурса хутшăнакансене вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Алексеевна Степанова, вĕренÿ институчĕн  проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, «Хыпар» издательство ҫурчĕн тĕп редакотор ҫумĕ Дмитрий Андреевич Моисеев саламларĕҫ.

Чи маттур, пултаруллă, хастар та сатур, мал ĕмĕтлĕ чăваш ачисен пултарулăхне компетентлă жюри хакларĕ: Асамат Светлана Васильевна,Чăваш Республикин искусство тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, поэтесса, юрăсен авторĕ тата вĕсене юрлаканĕ; Чернова Лия Васильевна, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн доценчĕ, актёр ăсталăхĕ кафедрин ертӳҫи; Неонилина Наталья Леонидовна, Шупашкар хулинчи «Росток» ача-пăча центрĕн аслă категориллĕ хушма пĕлӳ паракан вĕрентекенĕ, «Импульс» вокал студийĕн ертӳҫи; Трофимова Оксана Михайловна, Шупашкар хулинчи «Росток» ача-пăча центрĕн хушма пĕлӳ паракан вĕрентекенĕ, халăх юррисене юрлакан «Веснянки» ушкăн ертӳҫи; Доброва Надежда Васильевна, Чăваш республикин вĕренӳ институчĕн доценчĕ. Жюри пайташĕсем 62 пултарулăх номерĕпе паллашрĕҫ, чи лайăххисене суйласа ҫĕнтерӳҫĕсене палăртрĕҫ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика