Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатпăр!

10:59 19 ноября 2019 г.

2019 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен Мускав хулинче Раççейĕн тăван чĕлхе,  çав шутрах вырăс чĕлхи те,  вĕрентекенĕсен мастер-класĕ иртрĕ.

Конкурсăн юлашки (кĕрет) тапхăрне регионсенчи конкурссен çĕнтерÿçисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин чысне чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен 2019 çулхи республика конкурсĕн çĕнтерÿçи, Шупашкар хулин 203-мĕш номерлĕ «Йăрă ача» ача сачĕн хушма пĕлÿ педагогĕ Краснова Олеся Юрьевна, хÿтĕлерĕ.

Мастер-класра педагогсем хăйсен урокĕн (занятийĕн) видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерчĕç, меслетлĕхпе çырнă ĕçĕсемпе тата наци тумĕпе паллаштарчĕç.    

Сумлă жюри Олеся Юрьевнăн ĕçне çÿллĕ шайра хакласа  1-мĕш вырăн пачĕ. Чыслав Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Федераци пухăвĕн ăслăлăх, вĕрентÿ тата культура комитетĕнче иртрĕ.

Эпир Олеся Юрьевнăна саламлатпăр, чăваш чĕлхине ачасене вĕрентессинче татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Сăмах май, Олеся Юрьевна Йĕпреç районĕнче Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе «вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ» тата «ют (акăлчан) чĕлхе вĕрентекенĕ» специальноçсене алла илнĕ. Педагогика ĕçĕн стажĕ – 7 çул.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика