Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрмар шкулĕнче – стажировкăра

11:50 22 ноября 2019 г.

2019 çулхи чӱк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕн Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмар вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри йĕркелерĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ тата Владимир Павлович Антонов ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарнă хыççăн шкул директорĕ Петр Васильевич Алексеев саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. «Тăван чĕлхе тата литература» предмет талккăшĕн содержанине пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр» программăпа хăйсен квалификацине ӱстернĕ вĕрентекенсем чи малтанах шкул директорĕн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова ертсе пынипе йĕркеленĕ çавра сĕтелте калаçрĕç. Унтан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Галина Николаевна Васильева ертсе пынипе «Ачасене Аслă Ҫĕнтерӱ çинчен» куравпа тата «Чăваш Енĕн паллă çыннинсем» социаллă проектпа паллашрĕç.

Стажировкăна пынисене «Вулама вăхăт» проектпа килĕшӱллĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Роза Михайловна Ивановăпа Ирина Валерьевна Яковлева тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Светлана Васильевна Бондарева йĕркеленĕ «Ҫеçпĕле чăвашла та, вырăсла та вулатпăр» литература флешмобĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Ҫеçпĕл сăввисене ăмăртмалла вуларĕç.

Тĕп шкулта пуçламăш классенче вĕреннине шута илсе вĕрентес тĕллевпе Альта Михайловна Мадуровăпа Татьяна Анатольевна Степанова пуçламăш шкул вĕрентекенĕсем ирттернĕ уроксем те усăллă пулчĕç.

Стажировка Вăрмар поселокĕн Мăшăрлану керменĕнче вĕçленчĕ. Кунта Валентина Германовна Антонова вĕрентекен ертсе пынипе 10-мĕш класра вĕренекенсемпе «Ҫемье – кил ăшши» калаçу урок иртрĕ. Калаçăва православи культурин никĕсĕсене вĕрентекен Ольга Анатольевна Соколовăпа Мăшăрлану çурчĕн пуçлăхĕ Валентина Альбертовна Волкова тата «Ырă хыпар» журналăн тĕп редакторĕ Вера Мефодьевна Савельева та хутшăнчĕç.

Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин ертӳҫи Анна Семеновна Егорова тата Вăрмар шкулĕн директор заместителĕ Валентина Михайловна Табакова ертсе пынипе иртнĕ калаçура учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ку шкулта метапредмет результачĕсене аталантарас енĕпе нумай вăй хунине палăртрĕç, стажировка пуриншĕн те усăллă та тухăçлă иртнине пĕлтерчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика