Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 4-мĕш класра вĕрентмелли «Литература вулавĕ» вĕренÿ пособине сÿтсе яватпăр

08:07 07 апреля 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тăван чăваш литературине 4-мĕш класра вĕрентмелли «Литература вулавĕ» вĕренÿ пособине хатĕрлесе çитерчĕ. Авторĕсем – Игнатьева В.И., Чернова Н.Н., Николаева Л.В.

«Литература вулавĕ» 5 пайран тăрать, унта «Асран кайми çу кунĕсем», «Ачалăх», «Чăваш çĕр-шывĕ – тăван çĕр-шыв», «Çут çанталăк тĕнчи», «Сив хĕл çитрĕ», «Манăн çемье», «Эпир – туслă ачасем» темăсене кĕртнĕ. Ал çырăва кĕртнĕ произведенисем шкул ачисен ÿсĕмĕпе килĕшÿллĕ: кĕнекере маларах çулсенче çырнă авторсен те, хальхи вăхăтри авторсен те (Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пăрчăкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай тата ыт.те) хайлавĕсем çителĕклех. 

Вĕренÿ пособийĕ тĕрлĕ ĕçсемпе пуян, ачасене ушкăнпа е мăшăрпа ĕçлеттермелли те, вулав умĕнхи ĕçсем те пур.

Ал çырăвĕсемпе учительсем вĕрентÿре усă курма пултараççĕ.

Ачасен ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ал çырăвĕпе паллашма, сĕнÿсем пама ыйтпăр.

Ыйтусем, сĕнÿсем пулсассăн chrio4@rchuv.ru адреспа çырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика