Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕн оргкомитечĕ черетлĕ лару ирттерчĕ

00:00 21 сентября 2009 г.

Авăн (сентябрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи учителĕсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕн оргкомитечĕ черетлĕ лару ирттерчĕ. Ларăва министерствăн тĕп специалисчĕ И.В.Ядранская, ЧНК вице-президенчĕ В.А. Абрамов, Чăваш педуниверситечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Е.А. Андреева, Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Ю.М. Виноградов, кафедра çумĕнчи чăваш чĕлхи кабинечĕн пуçлăхĕ А.П. Игнатьева, кафедра методисчĕсем Л.А. Смирновăпа Л.Г. Петрова хутшăнчĕç.

Оргкомитет членĕсем Конкурс положенийĕнчен пăрăнмасăр ĕçлеме килĕшрĕç, тĕп ĕçсене палăртса тухрĕç. Тĕслĕхрен, конкурса тăратнă ĕçсене йышăнса документсене йĕркелесе пырассишĕн Л.А.Смирновăпа Л.Г.Петрова яваплă. Конкурс программишĕн, конкурсантсене вырнаçтарассишĕн А.П. Игнатьева ответлă.

Конкурса Е.А. Майков учительпе ЧПУ чăваш филологийĕпе культура факультечĕн çумĕ А.С. Егорова доцент ертсе пымалла (конферансье пулмалла).

Конкурса ытти учительсене, студентсене чĕнме палăртнă. Халăх умĕнче 19-мĕш шкул ачисем («Илемпи» ансамбль) концерт лартаççĕ.

Жюри членĕсем çаксем: И.В. Ядранская, В.А. Абрамов, Ю.М. Виноградов, В.И. Игнатьева, А.П. Игнатьева, Г.Н. Семенова, Е.А. Майков, А.М. Егорова, А.С.Егорова, Н.Г. Иванова, П.Н. Метин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика