Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Мускава каять

00:00 09 октября 2009 г.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Мускава каять

Юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсен конкурсĕ ĕçлерĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхи учителĕсен ятне çĕклесси пулчĕ. Задачăсем те тĕрлĕрен пулчĕç:

1)           пултаруллă учительсене палăртасси,

2)           учительсен опытне пĕтĕмлетесси,

3)           чăваш чĕлхине лайăхрах вĕрентме пулăшакан мелсемпе меслет пуххине тăвасси.

Конкурса 14 учитель хутшăнчĕ:

1) Леонтьева Марина Михайловна, Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ;

2) Родионова Ружена Владимировна, Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкул учителĕ;

3) Абрамова Галина Васильевна, Шупашкар хулинчи 59-мĕш №-лĕ  вăтам шкул учителĕ;

4) Ядрицова Алена Андреевна, Йĕпреçри 2-мĕш №-лĕ вăтам шкул учителĕ;

5) Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи вăтам шкул учителĕ;

6) Ермакова  Надежда Васильевна, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкул учителĕ;

7) Петрова Татьяна Николаевна, Çĕрпÿ районĕнчи «Опытный» поселокри вăтам шкул учителĕ;

8) Николаева Алина Михайловна, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи вăтам шкул учителĕ;

9) Семенова Людмила Алексеевна, Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ;

10) Степанова Галина Алексеевна, Тăвайри вăтам шкул учителĕ;

11) Александрова Лира Вениаминовна, Çĕмĕрле хулинчи 2-мĕш №-лĕ вăтам шкул учителĕ;

12) Кудряшова Татьяна Григорьевна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи вăтам шкул учителĕ;

13) Осипова Надежда Ивановна, Муркаш районĕнчи Нискассинчи вăтам шкул учителĕ;

14) Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăньри вăтам шкул учителĕ.

Конкурсантсем жюрире пăхса тухма урок фрагменчĕн видеороликне, хăйсемех хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕсене, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе текстне тăратрĕç.

Вĕренÿ хатĕрĕсем тенĕрен, вĕсен выставки пĕтĕм конкурс тăршшĕпе ĕçлерĕ.

Конкурс вăхăтĕнче «Паллаштару карточки» презентаци, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе паллаштарăвĕ тата ăста урокĕсем иртрĕç.

Жюри конкурс çĕнтерÿçи ятне Галина Васильевна Абрамовăна (Шупашкар хули, 59-мĕш шкул) пама йышăнчĕ.

Чи лайăх тĕпчевçĕ учитель ятне Алена Андреевна Ядрицова (Йĕпреç, 2-мĕш вăтам шкул) тивĕçлĕ пулчĕ.

Чи лайăх новатор учитель ятне Марина Михайловна Леонтьева (Элĕк вăтам шкулĕ) çĕнсе илчĕ.

Пултаруллă новатор учитель тесе жюри Людмила Алексеевна Семеновăна (Шăмăршă районĕ, Виçпÿрт Шăмăршă вăтам шкулĕ) йышăнчĕ.

«Куракансем килĕштернĕ учитель» номинацире Алина Михайловна Николаева (Шупашкар районĕ, Чăрăшкасси вăтам шкулĕ) палăрчĕ.

Конкурс çĕнтерÿçи Г.В.Абрамова Тăван чĕлхе вĕрентекен пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурсне Мускава каять.

Мĕн пур конкурсанта, уйрăмах çĕнтерÿçĕсене, тавлашура ăсталăх, пултарулăх, хастарлăх кăтартнăшăн тав тăватпăр, ĕçре ăнăçу, пурнăçра çирĕп сывлăх, пысăк телей сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика