Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçламăш шкул учителĕсем вĕренĕве вĕçлерĕç

00:00 02 ноября 2009 г.

Пуçламăш шкул учителĕсем вĕренĕве вĕçлерĕç

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, тăван институт хăй 75 çул тултарнине уявланă самантра, пуçламăш шкул учителĕсен ушкăнĕ пĕр уйăх хушши вĕренсе пĕлĕве ÿстерни çинчен документсем илсе кайрĕ. Октябрь тăршшĕпе çирĕм тăхăр вĕрентекен  «Пуçламăш классенче предметсене вĕрентессин наукăпа методика никĕсĕ» вĕрентÿ программипе ăс хыврĕç.  Уйăх хушшинче пур предмет уйрăмлăхĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллашнисĕр пуçне, пĕтĕмĕшле тата кĕçĕн ÿсĕмри ачасен психологийĕн уйрăм саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕç, шкул вĕрентĕвĕн нормативлă саккунĕсемпе те интересленчĕç.

Ертсе пыракансем ятарлă çавра сĕтелсене виçĕ шкулта уçă уроксем хатĕрлесе йĕркелерĕç. Элĕк шкулĕнче калаçу цифрăллă вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуçламăш шкулта еплерех усă курасси çинчен пычĕ. Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче учительсене вĕренÿ предмечĕсен ăшлăхĕнче калаçу-хутшăну ăслайĕсене, мехелĕсене аталантарасси  интереслентерчĕ. Иккĕмĕш номерлĕ гимназире вара унта ĕçлекен пысăк шайри вĕрентекенсем хăйсен ĕçтешĕсене тĕрлĕ уроксенче ачасен вĕренÿ хутшăнăвне еплерех йĕркелеме май пулнине кăтартрĕç.

 

Учительсем институтпа мĕнле кăмăлпа сывпуллашнине аяларах панă йĕркесенчен курма пулать.

Учителĕн хăйĕн професси шайне тăтăшах ÿстерсе пымалла. Унсăрăн вăл пурнăç кустăрминчен ÿксе юлма пултарать, çавăнпа та эпир кашни пилĕк çултан Вĕрентÿ институтне килсе хамăр ăс-тăна çĕнететпĕр.

            Çак уйăхра ирттернĕ курс вăхăтĕнче эпĕ хам валли нумай çĕнни илтĕм, вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсемпе паллашрăм, ачасен ăс-тăнне аталанма май паракан уроксене мĕнле ирттермеллине ăнланса илтĕм. Проектсем çырма вĕренни питĕ паха пулчĕ. Уйрăмах шкулсене тухса çÿресе ытти учительсен паха опычĕпе паллашни, вĕсен урокĕсене курса хамăн ĕçе танлаштарни, лайăх енĕсене курса пĕтĕмлетÿсем тума май пулни çав тери усăллă пулчĕ.

            Кафедрăра вăй хуракан, пирĕн ăс-тăн шайне çĕклекен пур вĕрентекене те тав сăмахĕ калас килет. Ырлăх-сывлăх сире, малашне те çавăн пек пысăк çитĕнÿсем туса пыма сунатăп. Тавтапуç!

Кузнецова Татьяна Моисеевна,

Канаш районĕ, Уçырмари вăтам

 шкулта пуçламăш классене вĕрентекен

 

 

Хисеплĕ Алевтина Рюриковна!

Сире питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кашни Ир сире курнă май занятисем мĕнле иртсе кайнине те сисеймерĕмĕр. çакăн пек курссем йĕркеленĕшĕн, уçă уроксем кăтартнăшăн тавтапуç. Малалла тăрăшса ĕçлес кăмăлпа, çак курсра илнĕ пĕлÿсене часрах çитсе усă курас, çынсемпе, учительсемпе калаçса вĕсене хавхалантарас кăмăлпа каятăп. Питĕ пысăк тав Алевтина Витальевнăна!

Татьяна Витальевна Васильева

 Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти вăтам

шкулăн пуçламăш класс учителĕ

 

Ак çитрĕ октябрь, шаккать кантăкран,

вĕрентÿ институчĕ йых(ă)рать кăмăлтан.

Çитрĕмĕр пурте тĕрлĕ районтан,

пĕрле тĕл пулнишĕн савăнтăмăр чунтан.

 

Пире кĕтсе илчĕ ăшшăн йăл кулса

Алевтина Кульева крыльцана тухса.

Тÿрех вăл каларĕ, шÿтлеменнине кăтартса:

«Сирĕн пурин те концерт пăхмалла,

 

Татах та пурин те, чарăнăр кулма,

Пĕр постановка кайса курмалла.

Енчен те эсир ăслă-тăнлă çынсем

Музейра пулмасăр каймастăр киле!»

 

Мĕн тăвăн ĕнтĕ, тавлашма хăнăхман,

 çÿлтен хушнине пурнăçлатпăр ялан.

Анчах чарăнмастпăр эпир кун çинче,

калаçар-ха, туссем, эпир курс çинчен.

 

Курса çитсенех ăнлантарчĕç пире:

Тарса çÿресен пуçран шăлмĕç пĕртте.

Çухалма шутламан та, пачах хирĕçле,

Эпир айван мар çав, ĕненĕр пире.

 

Кульева Алевтина çанă тавăрса

Калаçма хăнăхтарчĕ чăн чăвашла.

«ăшлăхĕ», «кÿртĕм» тата хăш-пĕрне

Питех хăнăхманччĕ чăвашла илтме.

 

Стандарт сăмаха куçарман пулсан та

Унпа тĕл пулатпăр куллен пурнăçра.

Стандарт хушнине аван пĕлмелле,

Вăл пирĕн пуласлăх, çăкăр темелле.

 

Лекцисем пулчĕç, семинарсем,

Яланах асра юлĕç ăслă сăнсем.

 

Уроксем кайса курнă ĕçтешсем патне
ăш сăмах хĕрхенмен ырласа вĕсене,

Сивви вара юлчĕ хамăр çумрах,

Пире, ялсене, йышăннишĕн тавах.

 

«Ешчĕк» сăмах анратрĕ пуçа,

ăна йăнăш çырмăпăр халь нихăçан.

Питех кăткăс пулчĕ пире вĕренме,

чылай çĕнĕ факт тÿрĕ килчĕ пĕлме.

Автансем юрлаççĕ иккен тĕрлĕрен,

мĕнле юрлассийĕ килет тĕнчерен.

Чăвашсен автанĕ: киккирикку!

Акăлчансен автанĕ: окейкоклду!

Чылай çĕнĕ диск тата кĕнеке

Туянтăмăр пурте – çÿхелчĕ кĕсье.

 

Ак уйăх та иртрĕ, киле каймалла,

çĕнĕлĕхсене туса пăхмалла.

Куллен кĕтсе ывăнчĕç шкул ачисем,

Тунти кун çитĕпĕр, чăтăр, туссем.

 

Кондратьева, Кульева тата Панскова

Чернова, Артемьева, Рыбакова,

сиртен вĕренме тÿр килнишĕн савнатпăр,

татах та нумай тĕл пулмашкăн шанатпăр.

нумай çуллăха ырлăх-сывлăх сунатпăр,

тÿрккес çырнине каçармашкăн ыйтатпăр.

 

Ильина Надежда Анатольевна, Тăвай районĕ

Ушкăн старости Степанова Ирина Дмитриевна, Йĕпреç районĕ

тата 27 вĕрентекен

 

СКАЧАТЬ ПРЕЗЕНТАЦИЮ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика