Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экзамен ĕçĕсене тĕрĕслеме хатĕрленетпĕр

14:44 08 февраля 2019 г.

2019 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿре усă куракан çĕнĕ технологисен центрĕнче чăваш чĕлхипе тытакан республикăн пĕрлехи экзамен ĕçĕсене хаклакан экспертсен вĕренĕвĕ пуçланчĕ.

Чи малтанах центр директорĕ Г.Ю. Арзамасцева патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕн кăçалхи уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ, чăваш чĕлхипе тытакан экзаменăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи А.С. Егорова пулас экспертсене экзамен тытăмĕпе, изложенипе сочинени хакламалли критерисемпе паллаштарчĕ. Унтан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем 9-мĕш класс пĕтерекенсен пӗлӗвне тӗрӗслес-хаклас хăнăхăва ачасен ĕçĕсене тишкерсе аталантарчĕç.

Чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх вариантне, кодификаторне, тӗрӗслевпе хаклав материалӗн спецификацине Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтӗнче http://gov.cap.ru/Info.aspx?id=3971595&gov_id=121&type=news&size=20т адреспа вырнаҫтарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ эпир.

Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри 2019 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче «Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн 2018 ҫулхи результачӗсене тишкерни» семинар ирттерни çинчен аса илтеретпĕр.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем экзамен тытӑмӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетӗҫ, шкул ачисен иртнӗ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерӗҫ.

Семинар 10.00 сехетре пуҫланать, унччен 204-мӗш пӳлӗмре ҫырӑнмалла. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика