Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллашăр – фильм евĕр хатĕрленĕ слайдсем

09:38 17 апреля 2019 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн ĕçтешĕсем  тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене чăваш сăмахлăхĕпе, тăван халăхăмăрăн культурипе кăсăклантарас,  вĕрентекенсене чăваш чĕлхине, литературине  вĕрентме пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем интернет уçлăхĕнчи Ютуб канала шкул программине кĕртнĕ хайлавсен фильм евĕр хатĕрленĕ слайчĕсене тăратрĕç. Вĕсене ҫак адреспа кĕрсе пăхма пулать: https://youtu.be/FPD03e4P6Kc. Хальлĕхе ку пĕрремĕш ĕç-ха. Малашне кунашкал ĕçсем татах та пулĕç.

Пĕлме: фильм евĕр хатĕрленĕ слайдсен пуххисене хатĕрлеме вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ушкăнра институт ĕçченĕсем, пултаруллă вĕрентекенсем, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем. Хайлавсем тăрăх ÿкерчĕксем тăвакансем – студентсем, ÿкерчĕксене сасăлакансем тата  Ютуб канала вырнаçтаракансем – институт ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем.

Асăннă ĕçе малалла тăсасшăн. Плансем пысăк.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика